From Wikipedia, the free encyclopedia
Ку сăмах чăн-чăн чăваш сăмахĕ. Вăл икĕ пайран тăрать: хушма тата ят. Вĕсем пĕрлешнипе хушамат сăмах пулса кайнă.
Вырăссен йĕркипе йышăннă хушаматсем вырăнне кулленхи калаçура кулленхи хушаматсемпе (е хушма ятсемпе) усă кураççĕ. Вĕсене тĕпрен илсен çакăн пек ушкăнлама пулать:
Хут çинчи хушаматсен историйĕ чăвашсене тĕне кертме пуçласан аталаннă. Вырăс переписчĕкĕсене вырăсла хушаматсем çывăх пулнă пирки вĕсем ытти халăх çыннисене те вырăсла вариантлă хушаматсемпе çырнă. Тĕне кĕртнĕ чухне те православи ятнех хунă. Малтанхи вăхăтра чăвашсем икĕ ятпа пурăннă, пĕри хут çинче, тепри – ял-йыш хушшинче. Хут çинчи ят тĕрлĕ налук тӳллеме, салтак кайма, Кантур ĕçĕсемпе çӳреме кирлĕ пулнă. Ялта хут ята ыттисем нумай чухне пĕлмен те. Ку йăла паянхи куна та чăваш ялĕсенче упранать. Ял варринче пĕр-пĕр çынтан хут çинчи ятпа ыйтсан сире тӳрех хуравлаймасан та пултараççĕ, анчах та ялти ятпа ыйтсан кирек кам та тӳрех калать.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.