Шăмăршă
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шăмăршă(выр. Шемурша, тут. Шомырша ) — Чăваш Енри Шăмăршă районĕн тĕп ялĕ. Шăмăршă Кĕçĕн Хырла хĕрринче вырнаçнă. Ялпа юнашар А-151 автоçул иртсе каять. Хальхи вăхăтра Энтĕрел тата Çĕнĕ Шăмăршă ялĕсемпе пĕрлешсех кайнă — анчах та вĕсем çапах та хăйне уйрăм.
Ял
|
Халăх йышĕ, ял тытăмлăхĕ
Ялта вăтам шкул 2009 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ., чиркӳ, район больници, район вулавăшĕ 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ., культура çурчĕ, ача вулавăшĕ, спорт шкулĕ, ача сачĕсем, почта уйрăмĕ, сбербанк уйрăмĕ пур. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 3759 çын, çав шутра 1735 арçын, 2024 хĕрарăм пурăннă[1].
Истори
Атăлăн сулахай енче вырнаçнă Кокшайск уесĕнчи Чюмарша вулăсĕнче пурнакан çармăссем никĕсленĕ [2]. Ку пулăм 1661-мĕш çулччен пулса иртнĕ. Мĕншĕн тесен çав çул документсенче çармăссемпе мишерсем хушшинче пулса иртнĕ хирĕçÿ пирки асăннă[3].
Анчах та ку сăмаха татах та авалрах асăннă документ та пур[4]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Документ свидетельствует, что в 1607/08 году чувашам Князь-Аклычевой сотни Свияжского уезда «на диком поле за новой Чебоксарской засекой возле речки Безны..., а по Безне вверх по одной по левой стороне, а с вершины до речки Чиллы, а от Чиллы до речки Чюргуш..., до Большой Шамуржской дороги..., до речки Шиланлы» были отведены земли с условием платежа ясака.<Куçару: Документ çирĕплетнĕ тăрăх, 1607/8-мĕш çулсенче Сĕве уесĕн Князь-Аклычево çĕрпÿлĕхĕн чăвашĕсене "тискер уйсенче çĕнĕ Шупашкар чикки леш енче Пасна шывĕ тĕлĕнче.... Пасна шывĕпе çÿлелле сулахай енĕпе , пуçĕнчен вара Чиллы шывне çитиччен, Чиллы шывĕнчен Чюргуш патне... Мăн Шамуржа çулĕ таран ...Шиланлы шывĕ таран" ясак тÿлемелле тивĕçпе çĕнĕ çĕрсем панă.>
Çăлкуçра палартакан документра темĕнле Шамуржа çулне асăннă. Эппин, унашкал çул пулсан, çăвăн ятлă ял та пулнах ĕнтĕ.
Çапла вара "Шăмăршă" ятла ялсен ячĕн никĕсĕнче Чюмарша вулăсĕн ячĕ тăрать. "Чюмарша" сăмах мĕне пĕлтернине ятарласа тĕпчемен пулмалла.
Малашне çармăссем вырăнти чăвашсемпе хутăшса пĕтнĕ те, паянхи кунччен вĕсен йĕрри-палли юлман темелле. Хыр текен лăсăллă йывăçа пĕлтерекен диалектла "яхтă" сăмах çеç çав вăхăтсене аса илтерсе тăрать[5]. "Яхтă" сăмах шăпах çармăс чĕлхинчен кĕнĕ те ĕнтĕ.
1920 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшчен Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ.
1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.
Культура
2023 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче ялта Атăл пăлхарĕсен тӳпе айĕнчи культура-истори центрне уçнă. Çак проектăн авторĕ — скульптор/академик Николай Кондрашкин. Ăслăх/ӳнер вĕрентӳçисем, экспертсем тата консультантсем — профессор Н.И. Егоров, Л.А. Ефимов, В.П.Станьял, ЧР халăх ӳкерçи Ф.И.Мадуров, ЧР халăх сăвăçи Р.В. Сарби, ЧАССР халăх çыравçи Юхма Миши. Центра презентациленĕ митингра Тăнай пăлхарĕсен истори тĕпчевçи Антонио Николайчев сăмах каланă.
Паллă çынсем
- Лукьянов Иван Константинович (1889–1952), медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор: Чăваш автономин сывлăха сыхлавĕн пĕрремĕш халкомĕ[6][7][8].
- Никифоров Василий Николаевич (1923-2011) — генерал-майор.
- Иванов Иван Филиппович (1901-1972), нейрогистолог.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.