From Wikipedia, the free encyclopedia
Чарăну палли (вырăс чĕлхинчи "знак препинпния" тенине калькăласа тунă термин) — çырулăх элеменчĕ, ăна текстра, пуплерĕшре, сăмахçаврăнăшĕсенче тĕрлĕ сăлтавсемпе усă кураççĕ. Çырулăхăн саспалли текен элеменчĕсемпе танлаштарсан, чарăну паллисем çырура пулăшу функцийĕсене пурнăçлаççĕ.
2006-мĕш çулта вырăс орфографийĕн тата пунктуацийĕн йĕркевĕсен çĕнĕ редакцийĕ тухнă[1]. Унпа килĕшÿллĕн хăшпĕр терминсене епле усă курас ыйтăва уçăмлатнă. Чарăну паллисем вĕсем — пунктуаци паллисем. Çапла вара саспалли мар орфографилле паллăсем пунктуаци паллисен (чарăну паллисен) шутне кĕмеççĕ.Вăл шутра — кĕскетес тĕллевпе усă курнă чухнехи пăнчă, дефис, чалăш йĕр, пусăм палли). Чăваш чĕлхи — урăх чĕлхе. Çапах та 2006-мĕш çулта вырăс чĕлхи тĕлĕшпе кĕртнĕ терминологи уçăмлăхĕсене шута илме тивет.
Хальхи чылай çырулăхра чарăну паллисене çакăн валли усă кураççĕ:
Чарăну паллисем хушшинче мăшăрлисем тĕл пулаççĕ: пĕр-пĕр пуплев пайне палăртма усă курнă икĕ пăркăч, хăлăпка, чĕрнешке.
Çырулăхри хăшпĕр паллăсем пĕр харăсах пунктуаци палли пек те, орфографи палли пек те çуреме пултараççĕ. Акă, пăнчă палли, пуплерĕш вĕçĕнче усă курнă чухне чарăну палли шутланать, сăмаха кĕскетнĕ чухне вара — орфографи палли.
Чăваш чĕлхинчи чарăну паллисем вырăс çырулăхĕнчен кĕнĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.