Чăваш Автономиллĕ Облаçĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Чăваш автономиллĕ облаçĕ (Чӑваш Ӗҫ Коммуни) — РСФСР шутĕнчи автономиллĕ облаç, 1920 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче йĕркеленĕ, çавăн чухне автономиллĕ облаçе туса хурассипе ПТӖКпе РСФСР ХКК декрет йышăннă, тĕп хули вырăнне Шупашкара çирĕплетнĕ. 1925 çулхи акан 21-мĕшĕнче облаçе Чăваш АССР статусне куçарнă. Облаç йышне малтанхи Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисен çĕрĕсене кĕртнĕ.
Истори

1924 çулта Чăваш автономиллĕ облаçĕн ертӳçлĕхĕ облаç территорине анлăлатса автономиллĕ республикăн (тĕп хули — Чĕмпĕр) статусне тивĕçтерес официаллă сĕнӳпе ПĔТКпе РСФСР ХКК органĕсене тухнă.
Малтан Чăваш АО 3 уеса пайланнă: Шупашкар, Çĕрпӳ тата Етĕрне. Кĕçех Çĕрпӳ уесĕ йышĕңче Йĕпреç районне туса хунă. 1921 çулта Йĕпреç районне Çĕрпӳ уесĕнчен кăларса Патăрьел (хăшпĕр çăлкуçсенче — Йĕпреç) уесне тăваççĕ.
Чăваш АО 1925 çулхи акан 21-мĕшĕнче АССР куçарнă. Çакăн чухне Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен унăн йышне территории панă, унта Çĕнĕ Улатăр (1926 çултанпа — Улатăр) уесне йĕркеленĕ.
Хронологи
- 1920, кăрлач, 3 — Нацхалкомĕнче пĕлтернĕ.
- 1920, çĕртме, 24 — Чăваш автономиллĕ облаçне (Чӑваш Ӗҫ Коммуни) туса хунă.
- 1920, утă, 12 — Чăваш облаçĕн РКП(б) комитечĕ ĕçе пикеннĕ.
- 1920, утă, 7 — чӳк, 11 — I Чăваш облаçĕн Канашсен пуçтарăнăвĕ.
- 1920, чӳк, 12 — Чăваш кĕнеке издательствине туса хунă.
- 1921, кăрлач, 24—27 — Чаппан вăрçи
- 1921, нарăс, 12 — Чăвашсен тĕп музейне уçнă.
- 1921, нарăс, 12 — Тăван ене тĕпчекен пĕрлĕхе туса хунă.
- 1921, çуркунне — вут-çулăм 43 пин теçетке вăрмана (пĕтĕм вăрманăн 7 %) çунтарса янă.
- 1921, авăн, 22 — Шăмăршă вулăсĕпе Çĕрпӳ уесĕн хăшпĕр ялĕсене уйăрнă, вĕсемшĕн облаç ăшне Тутар АССР йышĕнчи Теччĕ тата Пăва кантонĕсен ялĕсене панă.
- 1921, çуркунне—çулла — шăрăх, выçлăх пуçланнипе халăх Çĕпĕре куçса кайнă.
- 1921, юпа, 28 — Шупашкар уесĕнчи хăшпĕр ялсемпе вулăссене Мари АО территорине панă.
- 1922, çу, 13 — выçлăха лекнисене пулăшмашкăн Шупашкара Американ пулăшу администрацин элчисем çитнĕ.
- 1923 — Чăваш автономиллĕ облаçĕ Мускаври Пĕтĕм Пĕрлешĕври курава хутшăннă.
- 1924 — «Сунтал» журналăн пĕрремĕш номерĕ кун çутине курнă.
- 1924 — Чăваш наци хорне йĕркеленĕ.
- 1925, пуш, 18 — «Капкăн» сатира журналĕн пĕрремĕш номерĕ тухнă.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.