From Wikipedia, the free encyclopedia
Ялав — чăваш çыравçисен журналĕ. 1941 çулччен Сунтал ятлă пулнă.
Ялав | |
---|---|
«Ялав» журнала - 80 çул | |
Специализаци: | илемлĕ литература, публицистика журналĕ |
Кăларăм тапхăрлăхĕ: | уйăхра икĕ хут |
Чĕлхе: | чăвашла |
Тĕп редакторĕ: | Ю. С. Сементер |
Кăларакан (патшалăх): | журнал редакцийĕ, Чăваш Республикин культура, наци, информатика политикин тата архив ĕçĕн министерстви (Чăваш Республики, РФ) |
Каларăм кун-çулĕ: | 1924 çултанпа халиччен |
Тираж: | 3500 яхăн экземпляр |
| |
Веб-сайт: |
Адрес: 428019, Шупашкар, И. Яковлев проспекчĕ, 13 ç., 8-мĕш этаж.
Çак капăрлатнă публицистикăпа литературă журнал страницисенче паянхи чăваш çырăвçисемпе сăвăçисен ĕçĕсем тухаççĕ. Кунта сатирăпа тиркев йывăрлăхĕсем пирки çыракан публицистика, очерк, сăвă-юрă пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ [1]. Çавăн пекех журналта вулакансен шухăшĕсем, паллă чăвашсен республикăри çивĕч ыйтусем пирки каланисене çырса кăлараççĕ.
1924 çулхи утăн 25-мĕшĕнче пĕрремĕш номерĕ тухнă. Ун чухне Сунтал ятлă. ТÇАВ тăпхăрĕнче журнала кăларайман. 1946 çулхи кăрлач уйăхĕнче журналăн çĕнĕ пурнăçĕ пуçланнă — Ялав ячĕпе.
1984 çулта журнал "Хисеп палли" ордена тивĕç пулнă.
Ялав журналĕ пур тапхăрта пултаруллă чăваш литераторĕсене пуçтарнă: Петĕр Хусанкай, Яков Ухсай, А. Алка, Илпек Микулай, Хветĕр Уяр, А. Артемьев, К. Турхан, А. Талвир т. ыт. те.
Пĕрремĕш номерĕсен редакторĕ Канаш хаçачĕн тĕп редакторĕ Николай Ют пулнă. Ун хыççăнах Н. Шупуççынни, Çемен Элкер, Уйăп Мишши тата ыттисем те редакторта вăй хурса ĕçленĕ.
30 çул ытла Юрий Сементер редактор пулса ĕçлет.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.