Хасар чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хасар чĕлхи, — хасар халăхĕн чĕлхи. Тĕрĕк чĕлхисен хунн-пăлхар ушкăнне кĕрет. Ку чĕлхе материалĕ сахал сыхланса юлнă.
Хасар чĕлхи | |
---|---|
Патшалăхсем: | Хасар хаканлăхĕ, Хункăри |
Регионсем: | кăнтăр вырăс çеçенхирĕсем: Донран Атăла çити |
Статус: | çухалнă |
Çухалнă: | 1000—1300 çç. |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Алтай чĕлхисем | |
Çырулăх: | рунăсем |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | — |
ISO 639-2: | — |
ISO 639-3: | zkz |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/c/c5/Signature_Kiev_letter.gif/320px-Signature_Kiev_letter.gif)
Тексчĕсене тупайман. Хасарсен виçĕ литературă ĕçĕ пирки хыпар пулнă. Вĕсене иуда тĕнне тытса пынă хасар элити авалхи еврей чĕлхипе çырнă.
Хасарсем хăйсем тĕрĕк рунă çырулăхĕн пĕр тĕсĕпе усă курнă, унăн çырăвĕсем уйрăм эпиграфи çырнисем упранса юлнă, анчах та унăн шифр уççине тупайман.
Ют чĕлхери çыру çăлкуçĕсенче (чи малтанах арап тата висанти) 60 яхăн хасар пайăр ят тата темиçе тавра ят тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче уйрăм япала ячĕсем, тĕслĕхрен, bulan — «пăлан», čiček — «чечек», паллă ячĕсем: alp — «улăп», тĕссене палăртни: sār — «шурă», sārïg — «сарă» тата урăх. Иудей мар ячĕ-титулĕ — тĕрĕк.
Хальхи чĕлхесенчен хасар чĕлхине чи çывăххи — чăваш чĕлхи.
Хасар чĕлхин сĕмĕ тĕрĕк чĕлхисенче (караим[1], крымчак[2], карачай-балкар[3] тата кумык[4], çаплах азербайджан чĕлхин çурçĕр диалекчĕсенче [5]) сисĕнет.