From Wikipedia, the free encyclopedia
Ухӑҫӑ (лат. Sagittarius, Sgr) — Ту качакипе Скорпион хушшинче выртакан зодиак ҫӑлтӑрлӑхӗ.
Ухăçă | |
---|---|
Официаллӑ ят | лат. Sagittarius[1] |
Кӗске ят | Sgr |
Ят никӗсӗ | Нергал[d], Пабильсаг[d], кентавр[d], Хирон[d] и Кротос[d] |
Чикӗленсе тӑрать | Орёл[d], Щит[d], Змея[d], Змееносец[d], Скорпион[d], Южная Корона[d], Телескоп[d], Индеец[d], Микроскоп[d] и Козерог[d] |
Лаптӑк |
|
Палӑртни | ♐[d] |
Медиафайлы на Викиампар |
Чейник астеризм шутне ҫӑлтӑрсен ҫак ҫӑлтӑрсем кӗреҫҫӗ: ζ (Аскелла), φ, δ (Каус Меридионалис) тата ε (Каус Аустралис) — чейникӗ хӑй, λ (Каус Бореалис) — хупӑлчи, τ тата σ (Нунки) — аври тата γ² (Альназл) — сӑмси. Ҫак ҫӑлтӑрсемех малтан Ухӑҫӑн уххипе ҫӗмренӗ пулнӑ. Альназл ҫӑлтӑр ҫывӑхӗнчи Хуркайӑк ҫулӗн йӑрӑмӗ юхакан вӗри шыва сӑнлать. Альтернативлӑ ячӗ — Молочник (?).
Теребеллум — латин хӗресӗ евӗр вырнаҫнӑ тӑватӑ ҫӑлтӑртан тӑракан пысӑках мар астеризм. Ун йышне ω, 59, 62 тата 60 Ухӑҫӑ кӗреҫҫӗ.
Пӗлме: Ухӑҫӑн Альфи (Рукбат, вӑл «ухӑҫӑ чӗркуҫҫи» тенине пӗлтерет) ҫӑлтӑрсен хушшинче чи ҫутти мар, унӑн курӑнакан ҫӑлтӑр виҫи 3,96m кӑна.
Хӗвел ҫӑлтӑрлӑхра раштавӑн 18-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 18-мӗшӗччен тӑрать. Ҫӑлтӑрлӑха нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен сӑнама май пур. Ҫӗртме–утӑ уйӑхсенче сӑнама чи лайӑх вӑхӑт, Российӑн кӑнтӑр районӗсенче тата тӗп тӑрӑхӗнче ӑна туллин курма май пур. Ухӑҫӑн σ ҫӑлтӑрӗ (ҫӑлтӑрлӑхра ҫутӑлӑх тӗлӗшпе иккӗмӗш вырӑнта тӑрать) 63°42' широтара хӑпарма пуҫлать, апла пулин те Питӗр вырнаҫнӑ анлӑхра та, ҫурҫӗрти ытти широтасем пирки каласси те ҫук, вӑл горизонт тӗлӗнчи ытла аялта пулнӑран, тата чи лайӑх курӑнакан вӑхӑчӗ ҫутӑ каҫсен тапхӑрне лекнӗрен, ӑна сӑнама питӗ йывӑр. Раҫҫейӗн тӗп пайӑн кӑнтӑр енче тата Кӑнтӑр Уралта ҫак ҫӑлтӑр аванах курӑнать. Ухӑҫӑри чи ҫутӑ ҫӑлтӑр, Каус Аустралис, 55°37' широтара курӑнма пуҫланать (ку ҫӑлтӑра Раҫҫейре кӑнтӑрти районсенче кӑна йӗркеллӗ курма май пур).
1977 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче Джерри Эйман доктор Ухӑҫӑ ҫӑлтӑрлӑхӗ енчен каярах анлӑ палӑрнӑ Wow! сигнала йышӑннӑ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.