From Wikipedia, the free encyclopedia
Удинсем (хăйсене хăйсем уди теççĕ, нумайлă хисепре удийох) — Кăнтăр Кавказăн хĕвелтухăç пайĕнче пурнакан халăх (этнос), ытларах — Азербайджанра, çав вăхăтрах Грузире тата Арменире те пур[21]. Эрменсенни пек христианлăх тĕнне тытса пыраççĕ. Лезгин ушкăнĕнчи чĕлхепе калаçаççĕ.
Удинсем | |
Тăван ячĕ | уди́ |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: 10 000
Азербайджан:
Украина:
Грузи: 200[12] | |
Чĕлхе | удин |
Тĕн | христианлăх (православи, Эрмен апостол чиркĕвĕ) |
Кĕрет | лезгин ушкăнĕ |
Тăван халăхсем | лезгинсем, арчинсем, будухсем, крызсем, агулсем, рутульсемы, табасарансем, хиналугсем, цахурсем[13][14][15][16][17][18][19][20] |
Йышĕ — 10 000 çын тĕлнелле. Тĕпрен илсен икĕ пысăк ялта пурăнаççĕ. Унччен тата тепĕр ялта та пулнă (Варташен). Анчах та вăл ялтан вĕсене, мĕнпурĕ 3 000 çынна, Туçи Карабахра хирĕçтăру пуçлансан, хушамачĕсем эрменсенни пек пулнине кура тата лешсем пекех христиансем пулнăран, хăваласа янă.
Удинсем — авалхи тĕнчери Кавказри Албани текен патшалăхăн чăн-чăн еткерçисем теме май пур пĕртен-пĕр халăх.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.