Тир
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тир (лат. cutis) — чĕрчун кĕлеткин тулаш витĕмĕ[1] — кăткăс орган[2]. Биологире — çурăм шăммиллĕ чĕрчунсен тулаш витĕмĕ.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тир (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Тир тулаш енĕнчен кĕлеткене хӳтелет, сывлав, терморегуляци, ылмашав тата урăх процесĕсене хутшăнать. Унсăр пуçне, тир тĕрлĕ тĕслĕ çий туйăмлăхĕн (ыратнисем, пусăм, температура т. ыт.) питĕ пысăк рецепци уйĕ пулать. Тир лаптăкĕпе чи пысăк орган шутланать[3]. Çитĕннĕ çынăн тир лаптăкĕ пĕтĕм кĕлеткен 1,5—2,3 м²[4], йывăрăшĕ 4-6 %, гиподермăпа пĕрле вара 16-17 % таран пулать[5].