From Wikipedia, the free encyclopedia
Тибе́тçĕсем — син-тибет чĕлхесен йышне тибет чĕлхипе пуплекен Тибетре пурăнакан халăх. Йышĕпе 5,4 млн çын. Тĕне тытассипе — ытларах буддăçсем. Тахçантанпах тибетçĕсен ламтайĕсем Цангпо юханшывăн вăтам юхăмĕнчи çĕрсенче пурăннă.
VII ĕмĕртенпе брахми инди çырăвне никĕсне хывнă хăйĕн алфавичиллĕ çырулăхĕпе усă кураççĕ.
Тибетçĕсен Кăнтăр Азири çĕршывсенчи диаспори Тибете Китай Халăх Республики 1950-мĕш çулта вăйпах ярса илнĕ, çаплах политиăри тата культурăри элита туçи çĕршывĕнчен 1959-мĕш çулта пăлханнă хыççăн чăмăртанса йĕркеленме тытăннă. Çакăнтанпа татах темиçе хумпа тибетри халăх тăван çĕртен юхнă. Таркăнсен чылайăрахăшĕ Индие çитнĕ, унти правительство вĕсене пулăшма хатĕр пулнă. Тибет таркăнĕсене тĕпленсе пурăнмашкăн патшалăхăн çурçĕр-анăçĕнчи, çурçĕр-тухăçĕнчи территорие панă; çаплах вĕсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Инди влаçĕсем тибетçĕсене пĕрлерех вырнаçма, хăйсен вырăнти тытăмлăхĕн органĕсене тума чарман[2].
Хальхи вăхăтра тибетçĕсем пĕрлен Химачал-Прадеш, Уттарханд, Уттар-Прадеш, Анăç Бенгали, Аруначал-Прадеш, Карнатака, Одиша штатсенче, Дели тĕп хулара пурăнаççĕ[3]. Вĕсен эмиграцири регистрациленĕ йышĕ 2010 çулта 128 пин çынна çитнĕ, вĕсенчен 95 пинĕ — Индире[4]. Тибетçĕсене Китай, Непал тата Инди чиккисем урлă пĕрмай куçса çӳренипе пĕтĕмĕшпех шутласа илме май пулман. Тибетçĕсем Анăç Европăри тата Çурçĕр Америкăри çĕршывсене, кăштах Раççее те, куçса килнĕ. Раççей Федерацинчи буддизм тĕнĕн йăлипе пурнакан регионсенче (Буряти, Калмыки, Тува) тибетçĕсен общинисем тĕн тата пĕрлĕх пурнăçĕнче хăйсен вырăнне йышăнаççĕ.
Тибетçĕсем ялсенче те, хуласенче те (хуласени урамсене храм комплексĕсем таврашĕнче хывнă) пурăнаççĕ. Тибетçĕсен архитектурăра авалхи йăла йĕрки хуçаланать, кил-çурт тата дворец тăвассине, этеплĕ çурт-йĕре тăвассине буддизм, инди тата китай архитектуринчи стильсем витĕмленĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.