Самари — лантаноидсен ушкăнĕнчи металл.


Элементсен периодла тытăмĕ
H He
Li Be B C N O F Ne
Na Mg Al Si P S Cl Ar
K Ca Sc Ti V Cr Mn Fe Co Ni Cu Zn Ga Ge As Se Br Kr
Rb Sr Y Zr Nb Mo Tc Ru Rh Pd Ag Cd In Sn Sb Te I Xe
Cs Ba * Hf Ta W Re Os Ir Pt Au Hg Tl Pb Bi Po At Rn
Fr Ra ** Rf Db Sg Bh Hs Mt Ds Rg Cn Nh Fl Mc Lv Ts Og
* La Ce Pr Nd Pm Sm Eu Gd Tb Dy Ho Er Tm Yb Lu
** Ac Th Pa U Np Pu Am Cm Bk Cf Es Fm Md No Lr
Сĕлтĕлле металсем Сĕлтĕлле-çĕрле металсем Куçăмлă металсем
Çăмăл металсем Металлоидсем Инертлă газсем
Металмаррисем Галогенсем Лантаноидсем Актиноидсем
Подробнее Самари / Samarium (Sm), Атом палăрăмĕсем ...
Самари / Samarium (Sm)
Атом номерĕ62
Ансат япалалăхăн курăмĕкĕмĕл тĕслĕ сайра çĕр металлĕ
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
150,36 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ181 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
540,1 (5,60) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ[Xe] 4f6 6s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус162 пм
Ион радиусĕ(+3e) 96,4 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,17
Электрод потенциалĕSm←Sm3+ -2,30 В
Sm←Sm2+ -2,67 В
Оксидлав капашĕсем3, 2
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх7,520 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш29,5[1] Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх(13,3) Вт/(м·K)
Шăрану температури1350 K
Шăраннин пайлавла ăшши8,9 кДж/моль
Вĕрев температури2064 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ165 кДж/моль
Моль калăпăшĕ19,9 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕромбоэдăрла
Решетке периочĕ9,000 Å
c/a танлашăнниn/a
Дебай температури166,00 K
Закрыть
Sm 62
150,36
4f66s2
Самари

Истори

Элемента самарскит ((Y,Ce,U,Fe)3(Nb,Ta,Ti)5O16) тупса уйăрнă. Ку минерал ятне 1847-мĕш çулта нимĕç химикĕ Розе Генрих сĕннипе В. Е. Самарского-Быховеца полковника, ту инженерне халаласа панă. Ă на Самарский-Быховец минерала тĕпчеме ярса панă пулнă.

Çĕнĕ элемента спектрометри майĕпе Франци химикĕсем Лафонтен 1878-мĕш çулта тата Лекоком де Буабодран 1879-мĕш çулта тупнă. 1880-мĕш çулта элемнта уçнине Швейцари химикĕ Ж. де Мариньяк çирĕплетнĕ. Самарин таса металне

XX ĕмĕр пуçламăшĕнче кăна уйăрма пултарнă.

Уйăрни

Самари металлне металотерми е электролиз майĕсемпе уйăраççĕ. Тĕнчипе çулталăка темиçе çĕр тонна туса кăлараççĕ, нумайрах пайне моноцит хăйăрĕнчен ионылмаштаракан смоласемпе усă курса.

Хими пахалăхĕсем

Сывлăшра самари майĕпен кислородпа хутшăнать. Малтан Sm2O3 оксид пленкипе витĕнет, кайран сарă тĕслĕ тусан пулса саланать.

Самари- хастар металл. Вăл йӳçĕксенче ирĕлет, сылăшра çунать, азотпа хутшăнса нитрид пулать, кăмрăкпа хутшăнса карбид пулать, халькогенсемпе хутшăнса 1,2,3- валентлă сульфид, селенид, теллурид), водородпа - гидрид, кремнипе - силицид, борпа - борид, фосфорпа - фосфид, мышьякпа - арсенид, сурьмапа - антимонид, висмутпа - висмутид тата пĕтĕм галогенсемпе.

Изотопĕсем

Усă курни

Магнит материалĕсем

Самари хăватлă магнитсем тунă çĕрте анлă усă кураççĕ. Кобальт тата ытти метал хутăшĕсенче.

Термоэлектрика материалĕсем

Нумай пулмасть SmSр пысăк КПД-па (50% яхăн) термоЭДС генерациленине палăртнă. [2]). 130°C таран ăшăтсанах (сахал потенциаллă ăшшă усă курассин малашдăхне палăртать) электроэнерги тăвакан КПД 67—85 % çитме пултарать (термоэлектронла эмиссипе е термоэлементсемпе пĕрле ĕçлетерсен).

Паянхи кунах опытла генераторсем ăшă двигатĕлĕсемпе (çав шутра Дизель тата Стилинг двигатĕлĕсемпе) тупăшма хатĕр.

Самари радиаци çирĕплĕхĕ пысăк пулнă май, самари моносульфичĕнчен ăшша тӳрех электричествăна куçаракан реакторĕсене тунă çĕрте усă курма пулать.

Пусăм туякан материалсем

Самари моносульфичĕ чи лайăх Пусăм туякан материалсен шутне кĕрет. Ăна пусăм туякан датчиксем тунă çĕрте усă кураççĕ.

Ядерлă энергетика

Самари ăшă нейтронсене лайăх çăтнине пула (6800 барн) ядерла энергетикăра атомни реакторĕсен хăватне ылмаштарма усă кураççĕ. Нейтронсемпе лайăх çăтакан ытти элементсемпе танлаштарсан (бор, кадми), вăл реактăрта "çунса каймасть". Нейтрон çăтнă хыççăн самари ытти изотопĕсем те нейтронсене лайăх çăтаççĕ. Нейтронсене чи вăйлă çăтакан изотоп Самари-149 (41000 барн).

Магнитокалори эффекчĕ

Самарипе стронци манганачĕсем питĕ пысăк магнитокалориллĕ эффектпа палăраççĕ, магнитла холодильниксем тунă çĕрте усă курма пултараççĕ.

Вуламалли

Асăрхаттурусем

Каçăсем

Wikiwand in your browser!

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.

Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.