Сăрлавӳнер
From Wikipedia, the free encyclopedia
Чĕрĕ çырасси е чĕрĕ çырни — ӳкерӳ ӳнерĕн тĕсĕ, йăла йĕркипе академири чаплă виçĕ «хитрелĕх» ӳнерĕнче — «чĕрĕ çырни, кӳлеплени, йывăçран касни» — пĕрремĕш вырăн йышăнать. Академи сăмахсарĕсенче чĕрĕ çырас ӳнере этимологсем çакнашкал ăнлантарнă: «чĕрĕ çыр» — чĕрĕ ӳкер, пурнăçри пекех). Вара, чĕрĕ çырасси — çынăн пултарулăх ĕçĕ, «пурнăçăн тем тĕрлĕ пулăмĕсене — çынна, чĕрчунсен тĕнчине, çынăн пĕрлĕх е харпăр пурнăçĕнче пулнисене — ӳкерсе ӳнерлеме пултарни…»[1].
Сăрлавÿнерĕн пилĕк тĕсĕ пур:
- станокла сăрлавÿнер,
- Монументла сăрлавÿнер,
- Декоративлă сăрлавÿнер,
- Театрла-декоративлă сăрлавÿнер,
- Миниатюралла сăрлавÿнер.
Кун пек меслетпе ĕçлекен ÿнерçĕсене сăрлавÿнерçĕ е сăрăçă теççĕ.