Сăвă
From Wikipedia, the free encyclopedia
Сăвă (грек η στίχος — ĕрет, йĕрке, тытăм), — ятарлă ритмпа палăрса тăракан текст. Тĕрĕссипе ку текст уйрăм йĕркесем (ĕретсем) çине пайланнине пĕлтерет. Сăвăра ритмăн урăх палăрăмĕсем те пулма пултараççĕ. Анчах та пĕтĕмĕшле палăртавра (дефиницире) вĕсем татăклă пĕлтерĕшлĕ мар. Сăвă ăсталас ăслайсем кашни чĕлхерех хăйĕн уйрăмлăхĕсемпе палăрса тăма пултараççĕ. Ку статьяра ытларах чăваш сăвви пирки каланă.
Асăннă сăмахăн урăхларах пĕлтерĕш те пур: сăвăлла çырнă кĕске литература хайлавне çапла калаççĕ. Вырăсла — стихотворение.
Çавăн пекех "прозăлла сăвă" текен ăнлав та пур, анчах та унпа, тĕпрен илсен, прозăлла çырнă хайлавсене палăртаççĕ: текста пĕртен-пĕр меслетпе йĕркесем çине пайлама май пур чухне çеç сăвă темелле. Калăпăр, вырăс литературинчи Максим Горький çырнă "Песня о Буревестнике" тата "Песня о Соколе" пирки çапла калама пулать. Ун пек прозăлла сăвăсене Иван Юркин "тăсса çырнă такмак" тенĕ[1].