Палеозой
From Wikipedia, the free encyclopedia
Палеозой эри, палеозой, PZ (ав.гр. πᾰλαιός — аваллӑ, ав.гр. ζωή — пурнӑҫ) — Ҫӗр планетан кун-ҫулӗнчи геологиллӗ эра, авалхи пурнӑҫӑн эри пек паллӑ. Фанерозой эонӗн пӗрремӗш эри. Неопротерозой эри хыҫҫӑн тата мезозой эринчен маларах пырать. 541,0 ± 1,0 миллион ҫул каялла пуҫланнӑ та 251,902 ± 0,024 млн ҫул каялла вӗҫленнӗ. Ҫапла вара, вӑл 289 млн ҫул патне тӑсӑлнӑ. 6 тапхӑра: кембрий, ордовик, силур, девон, карбон тата пермь ҫине пайланать.
Эра пуҫламӑшӗнче кӑнтӑр материксем пӗрлӗхлӗ Гондвана тенӗ суперконтинента кӗнӗ, вӗҫӗнче вара унӑн ҫумне ытти континентсем те ҫыпӑҫса ларсан, Пангея тенӗ суперконтинент пулса тӑнӑ.