Хуняма
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хуняма - упăшкан е арăмăн амăшĕ. Анчах та ку сăмахпа виççĕмĕш сăпатра асăннă чухне тата ытларах пачах ют çын пирки чухне кăна усă кураççĕ. Тÿррĕн каланă чухне арçын арăмĕн амăшне ани тет, хĕрарăм упăшкин амăшне пăянам тет. Е тÿрех "анне" тени те тĕл пулать.
Тÿррĕн "хуняма" теесси — пулма пултарайман япала.