Нумайсăнарлăх
From Wikipedia, the free encyclopedia
Нумайсăнарлăх (топологилле нумайсăнарлăх) — сăвăнаслăхлă базăллă Хаусдорфла топологилле уçлăх, унăн кашни пăнчин Евклидла уçлăха гомеоморфлă тавралăхĕ пур; урăхла каласан, ку уçлăх локаллĕн Евклидла уçлăхпа пĕр пек. Хайхи хисеп топологилле нумайсăнарлăхăн хапи пулса тăрать. Евклид уçлăхĕ — нумайсăнарлăхăн чи ансат тĕслĕхĕ. Кăткăсрах тĕслĕх — Çĕр (планета) çийĕ: унти пĕр-пĕр хутлăхăн карттине тума пулать, анчах мĕнпур çийĕн карттине апла-капла таткаламасăр тăваймăн.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Нумайсăнарлăх (пĕлтерĕшсем) пăхăр.