From Wikipedia, the free encyclopedia
Мехмед II (Фатих) (осман. محمد ثانى — Mehmed-i sânî, محمد الفاتح - Mehmed ül-Fâtih, тур. İkinci Mehmet, Fatih Sultan Mehmet), тата Мехмед Эль-Фатих, Аслӑ Магомет, Магомет Ҫӗнтерӳҫӗ пек паллӑ (30 пуш 1432 — 3 ҫу 1481) — осман султанӗ. Ултӑ ҫул тултарсан вӑл Маниса пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. 1453 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Мехмед II ертсе пынӑ ҫарсем Константинополь хулине тытса илнӗ. Балкан вӑрҫисем вӑхӑтӗнче Серби, Герцеговина, Албани тата ытти патшалӑхсене ҫӗнсе илнӗ. 1467 ҫулта Мехмед II Караманидсен, Ак-Коюнлу, Мемлюк тюрк пуҫлӑхӗсен ҫӗрӗсем патне ҫывхарнӑ. 1479 ҫулта Мехмед II Албанин пысӑк пайне тытса тӑнӑ венециансене хирӗҫ харҫӑна тухнӑ. Мехмед II Шкодер (Ишкодра) тата Круя (Акчахисар) ҫирӗплетнӗ керменсене хупӑрласа илнӗ, ун хыҫҫӑн венециансем вӑрҫӑна пӗтерме ыйтнӑ.
Мехмед II | |
осман. فاتح سُلطان محمد | |
Чӑн ят | осман. فاتح سُلطان محمد |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1432 çулхи пуш, 30-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1481 çулхи çу, 3-мĕшĕ[1] (49 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Ашшĕ | Мурад II[d] |
Амăшĕ | Хюма-хатун[d] |
Арăмӗ | Эмине Гюльбахар-хатун[d], Гиульшах Хатун[d], Ситти Мюкриме Хатун[d], Чичек Хатун[d] и Елена Палеолог[d] |
Ачисем | Баязид II[d], Джем[d], Гевхер-хатун[d] и Шехзаде Мустафа (сын Мехмеда II)[d] |
Автограф | |
Медиафайлы на Викиампар |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.