From Wikipedia, the free encyclopedia
Массачусе́ чĕлхи (вампаноаг, вампаноаг-массачусет чĕлхи, массачусет, массачусетт) — массачусетсем кĕнĕ вампаноаг инди йăхĕсен ушкăнĕнчи халăхăн чĕлхи. Алгонка чĕлхисен йышне кĕнĕ. Çĕнĕ Англин кăнтăрĕнче, хальхи Массачусетс штачĕн çурçĕр-тухăç территоринче сарăлнă пулнă.
Массачусет | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Wôpanâak |
Патшалăхсем: | АПШ |
Регионсем: | Массачусетс штачĕн çурçĕр-тухăçĕ |
Çухалнă: | XIX ĕм. вĕçĕнче, чĕрĕлтересшăн тăрăшни[1] |
Классификаци | |
Категори: | Çурçĕр Америкăри чĕлхесем |
алга йышĕ
| |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | |
ISO 639-2: | |
ISO 639-3: | wam |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Çурçĕр Америкăра мĕнпур Библие пĕрремĕш хут массачусет чĕлхине Джон Элиот 1663 çулта куçарнă («Элиот библийĕ»). Кĕçех пĕрремĕш букваре (1669) тата Библин иккĕмĕш кăларăмне (1685) пичетленĕ. Масссачусетсем хушшинче Элиот миссионер ĕçĕсемпе хăтланнипе çыру пĕлĕвĕ сарăлнă. паянкуна Элиот кĕртнĕ орфографипе çырнă нумай документ çитнĕ. Массачусет чĕлхи, ытти пĕтнĕ индейсен чĕлхисемпе танлаштарсан документсенче туллирех упранса юлнине пула халĕ вампаноаг йăхĕнчи çынсем çырулăха чĕрĕлтересшĕн тăрăшаççĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.