Массăллă информаци хатĕрĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Массăллă информаци хатĕрĕсем — мĕнпур халăха, çынсене информацие уççăн пĕлтрсе тăмалли хатĕрсем. Информацие пĕлтерес умĕн ăна пухас тата хатĕрлес пулать. Уйрăм çынсене çеç ятарлă каналсемпе пĕлтермелли хатĕрсем ку шута кĕмеççĕ. Кĕскен ку ăнлава вырăс чĕлхинче СМИ аббревиатурăпа палăртаççĕ. Çавна кура чăваш чĕлхинче те çаплах палăртма май пур. Чăвашла сăмахсене кĕскетсе МИХ теме те пулать. Çавăн пекех синоним вырăнне массмедиа терминпа та (пĕрле сырăнать) усă кураççĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсен шутне мĕнсем кĕнине Раççейре ятарла саккунсемпе кăтартнă[1].