From Wikipedia, the free encyclopedia
Леони́д Ильи́ч Бре́жнев (кăрлач, 1 1907 (раштав, 19 1906) Каменское хули, халĕ Днепродзержинск, Днепропетровск облаçĕ (Украина) – чӳк, 10 1982, Мускав) — ССКП ТК пĕрремĕш Секретарĕ — 1964 (1966 çултанпа Тĕп Секретарь) тата СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Ертӳçи 1960–1964 тата 1977–1982 çулсенче. Тăватă хут Совет Союзĕн Паттăрĕ, Социаллă Ӗç Паттăрĕ.
Брежнев Леонид Ильич | |
выр. Леонид Брежнев | |
Чӑн ят | выр. Леонид Брежнев |
---|---|
Çуралнă вăхăт | Ошибка Lua в Модуль:Dates на строке 474: bad argument #3 to 'format' (number expected, got string). |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 1982 çулхи чӳк, 10-мĕшĕ[1][2][…] (75 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Ашшĕ | Lua йӑнӑшӗ: expandTemplate: template "ref-und" does not exist. |
Амăшĕ | Lua йӑнӑшӗ: expandTemplate: template "ref-und" does not exist. |
Арăмӗ | Виктория Петровна Брежнева[d] |
Ачисем | Юрий Леонидович Брежнев[d] и Галина Леонидовна Брежнева[d] |
Чыславсемпе парнесем |
цепь ордена Белого льва[d] (нарăс 1973) Золотая медаль имени Карла Маркса[d] (1977 çулхи чӳк, 16-мĕшĕ) Почётное оружие с золотым изображением Государственного герба СССР[d] (1976 çулхи раштав, 18-мĕшĕ) Золотой Меркурий (премия)[d] (1980 çулхи юпа, 13-мĕшĕ) медаль мира ООН[d] (1977) |
Автограф | |
Медиафайлы на Викиампар |
Л. Брежнев Илья Яковлевич Брежнев (1874–1930) çемйинче çуралнă. 1921 çултанпа Курск сĕт-çу заводĕнче ĕçленĕ. Курскри çĕре тивĕçтерекен техникумран (1927) тата Днепродзержинскри металлурги институтĕнчен (малтан Каменскри промăçлă ĕçченĕсен техникумĕ) (1935) вĕренсе тухнă. 1929-30 çулсенче Свердловск облаçĕн Бисерск райисполкомĕн ертӳçин çумĕ, 1936-37 Днепродзержинскри металлурги техникумĕн директорĕ пулса вăй хунă . ВКП(б) пайташĕ 1931 çултанпа. 1935-36 çулсенче хĕсмет хисепне пурнăçланă. 1938 çулта — Украина компартийĕн Днепропетровск обком уйрăмĕн ертӳçи, 1939 – обком секретарĕ 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ..
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, халăха Хĕрлĕ Çара мобилизацилес ĕçе йĕркелесе, промăçлăха эвакуацилес ĕçе ертсе пырать, кайран вăрçакан çарта политика ĕç вырăнĕсенче ĕçлет: Кăнтăр фрончĕн политика тытăмĕн пуçлăхĕн çумĕ, 1943 çултанпа — 18-мĕш çар политуйрăмĕн пуçлăхĕ, генерал-майор (1943) 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. . 1945, çĕртме — 4-мĕш Украин фрончĕн политика тытăмĕн пуçлăхĕ.
Брежнев 1946–1950 çулсенче — Запорож, каярах Днепропетровск обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ. 1950 çултанпа Молдави КП ТК пĕрремĕш секретарĕ. Партин XIX съездĕнче (1952) Сталин шантарса сĕннипе Брежнева партин ТК президиумĕн пайташĕ пулса ĕçлеттерсе тĕрĕслеме суйланă. 1953–1954 çулсенче Совет Çарĕн тата Тинĕс çар флочĕн Тĕп политика тытăмĕн пуçлăхĕн çумĕ.[3]
1954 çулта Н. С. Хрущёв сĕннипе Брежнева Казахстана куçараççĕ, унта вăл малтан иккĕмĕш, 1955 çултанпа — Казахстан КП ТК пĕрремĕш секретарĕ пулса тăрăшать. 1957 çултанпа ССКП Президиум пайташĕ тата ССКП ТК секретарĕ. Хрущёв ăна питĕ шанса сĕннипе, Лонид Ильича 1960 çулта СССР Аслă Канаш Президиумĕн ертӳçи пулма çирĕплетеççĕ.
1964 çулта Брежнев Хрущёва хирĕç кавара ертсе пырать, ăна ĕç вырăнĕнчен кăларса ярать те хăй ССКП ТК пĕрремĕш секретарĕ пулса тăрать.
1964 çулта «ленин коллективлă ертӳлĕх принципĕсем» йĕркипе пурăнмалла тенĕ. Брежневпа тан, патшалăха тытса пырас ĕçре А. Н. Шелепин, Н. В. Подгорный и А.Н.Косыгин паллă вырăн йышăннă. 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.. Анчазх та Брежнев аппарат кĕрешĕвĕпе меллесе Шелепинпа Подгорнăя влаçран аякка тăратать, сĕмлĕ ĕç вырăнĕсене хăйне парăннă юлташĕсене (Ю. В. Андропова, Н. А. Тихонова, Н. А. Щелокова, К. У. Черненко, С. К. Цвигуна) лартать. Косыгина хăтарман пулсан та, çапах та вăл хатĕрленĕ экономика политикине пĕрмаях Брежнев пăсса пынă 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.. 1970-мĕш çулсем пуçламĕшне парти аппарачĕ Брежнева хăйĕн çынни, система хӳтĕлевçи тесе шанма тытăнать. Парти номенклатури этем пĕрлĕхĕнчи кирек епле улшăнусене хирĕç пулнă, хăйне влаç, тăнăç, анлă пахалăх паракан режима упраса тăма тăрмашнă.[4][5] 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.