From Wikipedia, the free encyclopedia
Куйбышев шыв усравĕ — Атăл çинчи чи пысăк шыв усравĕ.
Куйбышев шыв усравĕ | |
Шыв усравĕ Чĕмпĕр патĕнче | |
Тăршшĕ | 500 км |
Анлăшĕ | 35 км |
Лаптăк | 6,5 пин км² |
Калăпăш | 58 км³ |
Кĕрекен юханшывсем | Чулман Атăл, Сĕве, Хусан, Аслă Çарăмсан |
1955—1957 çулсенче Атăла Шукăль тăвĕ тĕлĕнче Ставрополь-Атăл-çинчи (халĕ Тольятти) хули патĕнче пӳлсе Атăл ГЭС-не тунă хыççăн пулса тăнă.
Шыв усравĕн вăрăммăшĕ 500 çухрăм ытла, чи сарлака вырăнĕ Чулман Атăл кӳлмекĕнче — 35 çухрăм, шыв тĕкĕрĕн лаптăкĕ — 6,5 пин çм² (юханшывсем хушшинче — тĕнчере пĕрремĕшĕ), пĕтĕм шывĕ — 58 çм³, вĕсенчен 34 çм³ — усăлли. Пӳлнĕ шывăн çӳллĕшĕ — 29 м. Унăн чикки Атăл тăрăх Шупашкар тĕлне, Чулман Атăлпа — Чуллă Çыр патне çитет. Чулман Атăл, Сĕве, Хусан тата ытти юханшывсен айлăмĕсене йышăнать.
Шывуправĕн тĕп ĕçĕ — электроэнерги туса кăларасси. Ккунта пăрахутсене çӳреме питĕ лайăх, çаплах хулана шывпа тивĕçтересси, уй-хире шăварасси ĕçшĕн çав тери ансат. Унсăр пуçне, шыв пулă пуянлăхне ӳстерме пулăшать.
Шыв усрав Атăлăн юхăмне питĕ улăштарнă: çуркунне шыв сахалтарах сарăлма пуçланă, çуллапа хĕлле — хăпарнă та. Хусан патĕнче шыв çӳллĕшĕн вылянăвĕ халĕ 5—6 м, малтан, шыва пӳличчен, 10—11 м пулнă. Ку вырăнти шыв халĕ 3-5 кун маларах шăнса ларать, çурхи пăртан вара каярах тасалать. Шывуправăн 3-6 çухрăм таврашĕнчи микроклимачĕ, тĕпĕнчи тата çыран хĕррисенчи пулăмсем улшăннă, абрази тата çыран арканăвĕсем вăйланнă, çĕр ишĕлни самайланнă. Шыври тата шыв çумĕнчи флорăпа фауна питĕ вăйлă улшăннă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.