From Wikipedia, the free encyclopedia
Шыв — япалалăх, шывамăшĕн оксичĕ, гидроксид, оксидланнă шывамăш. Молекули йӳçамăшĕн пĕр атомĕпе шывамăшĕн икĕ атомĕнчен тăрать. Тĕссĕр, шăршăсăр шĕвек. Химилле формула — H2O. Температура Цельсий шкалипе 0 градусран аяларах ансан, хытă тăрăма куçать, пăр е юр (вăл та пăрах) пулать. Температура Цельсий шкалипе 100 градусран çӳлĕрех хăпарсан, газ тăрăмне куçать, пăс пулать. Çутçанталăкра анлăн сарăлнă[1].
Шыв йĕркеллĕ условисенче шĕвек тарăмра пулать, çав вăхăтрах ытти элементсен водород çыхăнăвĕсем газ форминче (H2S, CH4, HF). Водород атомĕсем кислород атомĕсене 104,45° (104°27′) кĕтеспе çыхăннă. Çавăнпа шыв молекулин электричество диполь моменчĕ пысăк (p = 1,84 Д, Синиль йӳçĕкĕнчен çеç пĕчĕкрех). Шывăн кашни молекули 4 Водород çыхăнăвĕ таран тăвать, вĕсенчен иккĕше кислород атомĕн, иккĕше водород атомĕсен[2]. Шывамăш çыхăнăвĕсем нумай пулна пирки шывăн вĕрекен темпертаури тата уделлă пăс тăвакан ăшши пысăк[2]. Шывамăш çыхăнăвĕсем пулман пулсан йӳçамăш Менделеев тапăлĕнчи вырăнне шута илсе тата йӳçамаш евĕр хими элеменчĕсен (кӳкĕрт, селен, теллур) вĕрекен температурăна астуса шыв −80 °С веремелле, −100 °С шанмалла[3].
Шывăн тĕрлĕ изотоп модификацисен тĕрлĕ температурăри физика пахалахĕсем[4]:
Шыв модификацийĕ | Максималлă тачалăх температури °С | Виççĕллĕ пăнчă температури °С |
---|---|---|
Н2O | 3,9834 | 0,01 |
D2O | 11,2 | 3,82 |
T2O | 13,4 | 4,49 |
Н218O | 4,3 | 0,31 |
Шыв полярлă япаласене лайăх ирĕлтерет, ку пурăнакан организăмсене питĕ кирлĕ. Чĕрĕ клеткăпа клеткăсем хушшинчи сыпăра шывра ирĕлнĕ хими çыханăвĕçем пĕр-пӗринпе çыхăнаççĕ[5]. Шыв çер çинчи пĕтĕм пĕр клеткăллă тата нумай клеткăллă организăмсене кирлĕ.
Йӳçамăшпа шывамăшăн та çутçанталăкри тата ӳнерлĕ изотопĕсем пур. Изотопĕсем нейтронĕпе кăна улăшăнса тăраççĕ. Шывамăш изотопĕсен типĕсем шыв молекулине кĕнипе çакăн пек тĕслĕ шывсене уйрăлаççĕ:
Кранри шывра йывăр йӳçамăшлă шыв (H2O17 тата H2O18) D2O16 шывран нумайрах: вĕсем, шайлашуллă, 1,8 кг тата 0,15 кг пĕр тоннăна[3].
Шыв Викиампарта? |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.