Кара тинĕсĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице Кара тинĕсĕ— Çурçĕр Пăрлă океанĕн хĕрринчи тинĕс. Ятне Кара юханшывĕпе çыхăнтараççĕ. Юханшывĕн ячĕ ненецсен Кара йăхĕпе çыхăннă. Тинĕс Евразипе Çĕнĕ Çĕр, Франц-Иосиф Çĕрĕ, Çурçĕр Çĕр, Гейберг утравĕсем хушшинче вырнаçнă. Тинĕсĕн çурçĕр пайĕнче 1924-мĕш çулта теорилле уçнă Визе Çĕрĕ утрав вырнаçнă. Унсăр пуçне тинĕсре Арктика институчĕн утравĕсем тата ЦИК хыпарĕсен утравĕсем вырнаçнă. Кар тинĕсĕ - Раççейри чи сивĕ тинĕссенчен пĕри. Шыв вăрррисем патĕнче çуç шыв температури çулла 0 °C ăшăрах. Çулталăкăн пысăкрах пайĕнче тинĕс пăр айĕнче.
Кара тинĕсĕ | |
Лаптăк | 893 400 км² |
---|---|
Калăпăш | 101 000 км³ |
Чи тарăнăшĕ | 620 м |
Вăтам тарăнăш | 50—100 м |
Юхса кĕрекен шывсем | Кара, Обь, Енисей, Таз. |
КатегориВикиампарта |
Çулла тинĕс 6°C таран ăшăнать (çиелти 50-70м).
Тинĕсре сиг, голец, камбала тата ытти пулăсем тĕл пулаççĕ.
Тĕп порт - Диксон. Тинĕс витĕр Çурçĕр тинĕс çулĕ иртет. Кара тинĕсĕ витĕр тухма питĕ кăткăс [1].