![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/6/62/Kalambaka.jpg/640px-Kalambaka.jpg&w=640&q=50)
Каламбака
From Wikipedia, the free encyclopedia
Каламбака, Калабака (грек Καλαμπάκα) — Грецири пӗчӗк хула. Фессали тӳремлӗхӗн анӑҫ енче, тинӗс шайӗнчен 242 метр ҫӳллӗшӗнче, Пиньос юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче, Афинӑран 264 километр ҫурҫӗр-анӑҫалла, Ларисӑран 68 километрта, Трикалӑран 21 километр ҫурҫӗр-анӑҫалла вырнаҫнӑ. Кунта Фессали периферийин Трикала переферия пайӗн пӗрешкел ятлӑ общинӑн (димӑн) администрацийӗ вырнаҫнӑ. 2011 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх 8330 ҫын пурӑнать[3].
Краткие факты Каламбака, Патшалӑх ...
Каламбака | |
---|---|
грек Καλαμπάκα | |
![]() | |
Патшалӑх | |
Администрацин тӗп вырӑнӗ | Метеора |
Административлӑ-территориллӗ пай | Метеора и Commune of Kalabaka[d] |
Ҫутҫанталӑк объекчӗ шутӗнче | Фессали |
Халӑх йышӗ |
|
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 250 метр |
Тӑванла хула | Швабах и Кемер[d][2] |
Лаптӑк |
|
Почта индексӗ | 42200 |
Официаллӑ сайт | kalambaka.gr |
Вырӑнти телефон кочӗ | 24320 |
![]() |
Закрыть
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Хула урлӑ 6-мӗш наци ҫулӗ иртет, вӑл E92 Европа маршручӗн пӗр пайӗ шутланать. Хулара Палеофарсалос — Каламбака ҫул ҫинчен вырнаҫнӑ Каламбака чукун ҫул станцийӗ пур.