From Wikipedia, the free encyclopedia
Кавказри Алба́ни (хăйсене хайсем епле чĕнни паллă мар, ав.гр. Ἀλβανία, авалхи эрменле Աղուանք [Агуанк], çĕнĕ эрменле Աղվանք [Агванк], вăтам персла Арран[1]) — авалхи патшалăх, пирĕн эрăчченхи II ĕмĕр вĕçĕнче[2][3] — тата I ĕмĕр варринче[4][5] Кăнтăр Кавказăн хĕвелтухăç енче никĕсленнĕ, паянхи Азербайджан, Грузи тата Дагестан территорийĕсене йышăнса тăнă.
Туçи Карабах историйĕ |
---|
Тахçанхи тапхăр |
Азых çĕр хăвăлĕ • Шуша çĕр хăвăлĕ • Таглар çĕр хăвăлĕ |
Ходжалă-кедабек культури Кура-арак культури |
Аваллăх |
Урарту Эрмени (сатрапи) Ервандид Эрменийĕ Аслă Эрмени (Арцах) Кавказри Албани |
Вăтам ĕмĕрсем |
Хачи кнеçлĕхĕ |
Çĕнĕ самана |
Кашатаг меликлĕхĕ Карабах беглербеглĕхĕ Хамса меликлĕхĕсем Карабах ханлăхĕ |
XIX—XX |
Гюлистан лăпкăлăх килĕшĕвĕ Елизаветполь кĕпĕрни Пĕрремĕш Эрмени Республики Азербайджан Демократи Республики Эрмен-азербайджан вăрçи Туçи Эрмени Республики Азербайджан ССР (ТКАО) Карабахри хирĕçӳ Туçи-Карабах Республики, Азербайджан Республики |
Асăннă патшалăхра нумай тĕрлĕ халăх пурăннă. Çăлкуçсече вĕсен йышĕ 26 ят таран тупăнать. Тĕпрен илсен, çав халăхсен чĕлхисем паянхи Дагестанри лезгинсемпе табасарансен чĕлхисене çывăх теме пулать. Анчах та урăхларах чĕлхеллисем те пулман мар. Çавна май, кунта пуçпулса таракан тĕп халăх тата тĕп чĕлхе пулнă тесе калама та май çук.
Пурăна киле Кавказри албансем христиансем пулса тăнă. Çак тĕне вĕсем кÿршĕри Арменирен йышăннă. Тĕп халăхпа тĕп чĕлхе пулмасан та, пурăна-киле кунти пĕр халăхăн çырулăхĕ çуралнине палăртмалла. Çав халăха агвансем тенĕ, чĕлхине вара — агван чĕлхи. Çырулăха кÿршĕри эрменсен меслечĕпе ăсталанă. Анчах та кунашкал çырулăх çуралсан та, вăл кунти пĕртен-пĕр официалла чĕлхе статусне илеймен.
Кавказри Албани хальхи ĕмĕрĕн VIII ĕмĕрĕ тĕлне, арабсем килсе хуçаланма пуçласан, сÿнсе ларнă.
Кăнтăр Кавказри Албанин паянхи паянхи еткерçисем тесе Азербайджанри высăках мар халăха удинсене (йышĕ 10 000 çын тĕлнелле) калама пулать.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.