Кăнна Кушки
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кăнна Кушки (выр. Кошки-Новотимбаево, тут. Күшки-Яңа-Тимбай) — Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕ. Кăнна шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Кунта Яковлев Иван Яковлевич (1848-1930) çуралса ÿснĕ.
Ял
Кăнна Кушки
Кăнна Кушки
|
Ялтан 4 çухрăмра Хулаш (хула вырăнĕ) пур. Çав вырăна пĕр вăхăт хушши Кăнна Кушки çыннисем уйрăлса тухса пурăннă, ялĕ те Хулаш ятлах пулнă; кайран çынсем каялла таврăнса Хулашкасси пуçарса янă. Кăнна Кушкипе Хулаш хушшинче Кĕçĕн Ур тата Аслă Ур çырмисем пур. Çаван пекех Иванскипе (12 кил, 18 çын) Маевка ялĕсем уйрăлса тухнă.
Ялпа юнашар 4 çăл пур, вĕсене тирпейленĕ. Вĕсем шутĕнче Макласапа Караска.
1593/94-мĕш çулсенче Çерпӳ уесĕнчи Кушкă вулăсĕнчи ясак хресченĕсем Тинпайпа Кизилпай Янышевсем юлташĕсемпе Хырла хĕррине куçса Тимпаел ялĕ никĕсленĕ.
1705 çулта Хырал хĕрринчи çĕрĕсен пăрахса Кăнна юханшывĕ хĕрринче çĕнĕ ял никĕсленнĕ. Çав çулах вырăс хресченĕсене Семен Макарьевпа юлташĕсене çав пушă ялта ясак уйăрса панă[1]
1727 çулхи пĕрремеш ревизи вăхăтĕнче ялта 144 ясак хресченне палăртнă. 1762-мĕш çулта 199 арçын, 215 хĕрарăм.
Ялта ял тăрăхĕн çурчĕ, "Память Яковлева" ПСХК правленийĕ, вăтам шкул,фельдшер пункчĕ, клуб, И.Я. Яковлев музейĕ, ял вулавăшĕ, почта, часавай, сбербанк уйрăмĕ пур. Яла газпроводпа водопровод кĕртнĕ. Пӳрт çумĕнче 33 сотка çĕр лаптăкĕ [2].
Ялти урамсен, паллах официаллă ячĕсем пур. Çав вăхăтрах вĕсен кулленхи калаçусенче усă куракан ячĕсем пирки те калама пулать. Кĕтескас, Хулаш касси, Чечен кас.
2008 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Я. Яковлев çуттатуртавçă çуралнăранпа 160 çул çитнипе ялта ун палăкĕ туса хучĕç. Скульпторĕ В. Нагорнов. Уçнă церемонинче Чăваш Енрен, Тутарстан Республикинчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен сумлă çынсем килсе пухăнчĕç. [3].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.