From Wikipedia, the free encyclopedia
Ракетăллă атомлă шывай крейсерĕ К-141 «Курск», — 949А çунатлă ракетăллă (1986 çултанпа) проект; шифрĕ: 949А "Антей" проекчĕн шывай киммисем (ÇАПУ палăртăвĕпе — «Оскар-II»).
К-141 «Курск» | ||
---|---|---|
Карап кун-çулĕ | ||
Ялав патшалăхĕ | ||
Шыва антарнă | 1994 | |
Флотран кăларнă | 2000 | |
Хальхи статус | утиле янă | |
Тĕп пахалăхсем | ||
Карап тĕсĕ | ПЛАРК | |
Проект палăртăвĕ | 949А «Антей» | |
ÇАПУ классификацийĕ | «Oscar-II» | |
Хăвăртлăх (шывçи) | 15 çыхă | |
Хăвăртлăх (шывай) | 33 çыхă | |
Ĕçлĕ тарăнăш | 420 м | |
Чи пысăк тарăнăш | 500 м | |
Çӳрев автономлăхĕ | 120 талăк | |
Экипаж | 130 çын | |
Калăпăшсем | ||
Шывçи шыв кăларăшĕ | 14 700 т | |
Шывай шыв кăларăшĕ | 23 860 т | |
Чи вăрăм (КВЛ) | 154 м | |
Корпус чи анлăшĕ | 18,2 м | |
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) | 9,2 м | |
Вăй-хăват хатĕрĕ | ||
ОК-650В 2 реактор | ||
Хĕçпăшал | ||
Торпеда- мина хĕçпăшалĕ |
2x650-мм тата 4x533-мм ТА 24 торпедă | |
Ракета хĕçпăшалĕ | ПКР комплексĕ П-700 Гранит 24 ракета ЗМ-45 |
1992 çулта Северодвинск хулинче тума пуçланă, 1994çулта, çу уйăхĕнче шыва антарнă, 1994 çулта раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче ĕçе кĕртнĕ.
1995 — 2000 çулсенче — Çурçĕр флочĕн шутĕнче.
ÇАПУ Сербине хирĕç вăрçнă чух «Курск» вăрттăн АПШ-н АПШ-н ТÇВ авианосцĕсене сăнаса çӳренĕ [1].
2000 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Баренц тинĕсĕнче шыва путнă.
Официаллă 2000 страницăллă пĕтĕмлетĕве, 2002 çулта генпрокурор Устинов çырса çирĕплетнĕ. Унта «Курскăн» торпеда отсекĕнчи хăнăхтару торпеди сирпĕннĕ тесе палăртнă. Анчах та водород пероксичĕллĕ торпедисемпе тĕнчери çĕршывсен флочĕсем 50 çул ытла усă курмаççĕ. «Курск» вара çĕнĕрен те çĕнĕ карап шутланать.
Катастрофа хыççăнах, чеченсен веб-сайчĕ шывай киммине террорист-вилĕмçĕ сирпĕнтернĕ тесе хыпар салатнă. Кимĕ ăшĕнче Дагестанран пынă ОАО завод «Дагдизель» специалисчĕсем пулнă. Анчах та ку версийе хăвăрт пăрахăçланă.
Хăйтĕллĕн сирпĕннĕ торпеда версийĕ пекех, «пацифистлă» версисем шутĕнче, «Курск» Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи карапа хирĕçле минă çине кĕрсе кайнă та торпеда сирпĕннĕ текен шухăш пур. Çак версийе питĕ витĕмлĕ Владимир Хотиненко «72 метра» фильмра кăтартнă. Официаллă версипе «торпеда сирпĕнни» çĕнтерсен, çак вариант патне урăх таврăнман.
Катастрофа хыççăн тӳрех, темиçе генералпа официаллă çын Курска американ шывай кимми торпедăланă тесе çирĕплетсе каланă. Каярахпа çак версийе пусарнă, официаллă версине мала кăларнă. Çапах та франс режиссерĕ Жан-Мишель Карре (Jean-Michel Carré), 2005 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче France 2 каналĕпе "«Курск»: Шывай кимми пăтрантарнă шывра (Koursk: un sous-marin en eaux troubles) кăтарнă фильмĕнче «Курска» американ «Мемфис» шывай киммин торпеди аркатнă тесе палăртать. Унăн версийĕпе, «Курск» Шквал çĕнĕ торпедăпа кăтартуллă перĕм тума хатерленнĕ иккен. Çакна американ икĕ шывай кимми — «Мемфис» тата «Толедо» хуралта тăрса сăнанă. Пĕр самантра, «Курск» тата «Толедо» çапăннă (видеоçыравра тинĕс тĕпĕнче выртакан «Курск» корпусĕ вăрăммăн çурăлса татăлни пур), вара «Курск» хирĕç персе яриччен, «Толедăна» çăлас тесе (американсем «Курскăн» торпеда аппарачĕн ĕçлев шавне илтнĕ теççĕ), «Мемфис» МК-48 торпедăпа «Курск» çине пенĕ. Карре каланă май, Раççей президенчĕ Владимир Путин АПШпа хутшăнăва тӳрех хытă пăсас мар шутпа чăнлăха юри пытарнă.
Ку пайне çырса пĕтермен. Эсир ăна тӳрлетсе тата тултарса проекта пулăшма пултаратăр . |
Раççей енĕ путнă шывай киммине шывран хăпартма Mammoet Transport BV голланд фирмипе контракт çырать. 2001 çулхи юпан 8-мĕшĕнче шывай киммине хăпартас операцие ăнăçла вĕçленĕ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
2003 çулхи нарăс уйăхĕнче «Имандра» плавбазăна «Нерпа» савутăн типĕ эллингĕнчен кăларас операцие тапратнă.[2]
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.