Йĕпреç районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Йĕпреç районĕ (чăв. Йĕпреç районĕ) — Чăваш Енĕн (РФ) администрацилле-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленӳе (муниципаллă район). Чăваш Енĕн варринчен кăнтăралла вырнаçнă.
Йĕпреç районĕ Йĕпреç районĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Чăваш Ен | ||
Администраци центрĕ | Йĕпреç поçолăкĕ | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Яковлев Александр Анатольевич | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2016) |
23 519 (1,91 %, 8-мĕш вырăн) | ||
Йышлăх | 19,58 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 84,36% (22 096); вырăссем - 10,56 % (2 766 ); тутарсем - 2,50 % (656 ); мордва - 1,58% (413) | ||
Конфесси йышĕ | православи | ||
Лаптăк | 1201,18[1] çм² (3-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83538 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Администраци центрĕ — Йĕпреç паçулăкĕ.
Лаптăкĕ — 1201,2 км² (пĕтĕм республикăран 6,5%). Хăйĕн лаптăкĕпе вăл Улатăр районĕнчен анчах пĕчĕк. Çӳрçĕр енче Вăрнарпа Канаш районĕ вырнаçнă, хĕвелтухăç енче — Комсомольски районĕ, кăнтăр енче — Улатăрпа Патăръел районĕсем, хĕвеланăç енче вара Пăрачкавпа Çĕмĕрле районĕсем.
Район администрацине Шупашкар хулинчен 114 çухрăмра тăракан Йĕпреç поçолăкĕнче вырнаçтарнă.
Район пуçлăхĕ — Петров Анатолий Иванович. Район хаçачĕ "Çĕнтерӳшĕн" ятлă.
1991 çулăн кăрлачăн 1 районта 28, 5 пин çын пурăннă, вĕсенчен хула çыннисем — 11,5 пин (40%), ял çыннисем — 17,0 пин (60%). Хула çыннисем Пăвакассипе Йĕпреç поселокĕсенче пурăнаççĕ, ял çыннисем — 56 ялта, хăшĕсенче вăтамран 327 çын пурăнать. Халăх плотносĕ 1 тăваткал çухрăм çине 22,9 çын килеть. 83% — чăвашсем. Çынсем сарăлас енĕпе ку район сахал çынлисем шутне кĕреть.
Йĕпреç районĕ Чăваш платойĕн тăрăхĕнче вырнаçнă. Çӳрçĕр енче 30-80 метрпа вылякан сăртлă плато. Юханшывсемпе çырмасем питĕ нумай. Ытти лаптăк — пăр кайнă хыççăн пулнă сăртлă тӳремлĕх. Йĕпреç районĕнче кирпĕч чĕр таварне кăлараççĕ, тата çунакан сланецсемпе фосфоритсене тупкалаççĕ.
Йĕпреç районĕнче вăтам континент климачĕ. Температура вăтамран кăрлач уйĕхĕнче -13°С, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи пĕчĕк палăртнă температура -42 °C, чи пысăкки — 37 °C. Вăтамран юр-çумăр 500 мм таран ӳкет, ытларах енĕпе çулла.
Район тăрăх пĕчĕк юханшывсем юхаççĕ: Хĕр (Сăрăн сылтăм юппи), Кушлавăш (Кĕçĕн Çавалăн сылтăм юппи), Кĕтне (Сĕвен сулахай юппи), Хум (Кĕтнен юппи). Çавăн пекех Пăлапа Вăрăм юханшывсем юхаççĕ, вĕсен район тăрăхĕнчи вăрăмĕшĕ кĕске. Кӳлĕсем районта сахал, пуррисем те пĕчĕк. Халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерме Хĕр юханшывĕ çинче шывпуххи тунă.
Района 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5 туса хунă.
2008 çулта районта сывă йĕркепе пуранакансем валли спорт комплексне уçнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.