Историографи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Историогра́фи — кĕскен каласан, истори облаçĕнче мĕнпур тĕпченисем, палăртнă истори эпохине (сăмахран, Хĕрес харçисен эпохин историографийĕ), е идеологипе, чĕлхе е наци енĕпе шалти пĕрлелĕхĕпе çыхăннă (тĕслĕх: марксизм е нимĕç историографийĕ) мĕнпур истори ĕçĕ.
Ăслăх историйĕ |
По тематике |
---|
Математика |
Çутçанталăк ăслăхĕсем |
Астрономи |
Биологи |
Ботаника |
Географи |
Геологи |
Тăпрана пĕлни |
Физика |
Хими |
Экологи |
Пĕрлĕх ăслăхĕсем |
Истори |
Лингвистика |
Психологи |
Социологи |
Философи |
Экономика |
Технологи |
Вычислительная техника |
Ял хуçалăхĕ |
Медицина |
Навигаци |
Категорисем |
Анлăрах ăнлантарсан, историографи — истори ăслăхĕсен историне тĕпчекен ятарлă истори дисциплини. Историографи историпе ĕç çырнă чухне ăслăх меслечĕпе тĕрĕс усă курнине тĕрĕслет, автор çине, унăн çăлкуçĕсене пăхать, фактсене интерпретацирен епле уйăрнине, çаплах стилистикине, автор мĕне кăмăлланине тата мĕнле аудитори валли çак истори ĕçне хайланине сăнать.
Историографие Грецире Гекатей тата Геродот пуçласа янă. Геродот "Историе" мĕншĕн çырас тенине çапла ăналантарнă: çынсен паттăрлăхĕ ĕмĕрсен тĕпĕнче ан çухалччĕр, тесе. Вăл грексем тата варварсем мĕн хăтланнине асилмешкĕн çырса хăварнă.