Интернационале
From Wikipedia, the free encyclopedia
«Интернационале» Милан футбол клубĕ, çаплах тăтăшах кĕскен «Интер» теççĕ (итал. «Football Club «Internazionale» Milano») — чи нумай титуллă, Миланра (Ломбарди) вырнаçнă тата А серийĕн итал футбол клубĕсенчен пĕрри. Клуб тĕсĕсем — хура тата синкер. Клубăн титуллă спонсорĕ — «Pirelli» компани.
«Интернационале» | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Ӳкерчĕк:Internazionale.svg | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Тулли ячĕ |
«Football Club «Internazionale» Milano» | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Витлевсем | «Çĕленсем» («Il Biscioni») «Юратăчăксем» («La Beneamata») «Мухтанчăксем» («Bauscia») «Хура-синкерсем» («Nerazzurri») | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Йĕркеленĕ | 1908, пуш, 9 | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Стадион | «Джузеппе Меацца» | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Шăнăçулăх | 80 018 | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Харпăрçă | * Suning Group (68,55 %) | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Президент | Чжан Стивен[1] | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Тренер | Симоне Индзаги | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Капитан | Лаутаро Мартинес | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Рейтинг | 23-мĕш УЕФА рейтингĕпе 56-мĕш вырăн тĕнчери чи вăйлă клубсем хушшинче | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Ăмăрту | А серийĕ | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
2020/21 | 1. | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
| |||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
2023/24 сезонĕ |
«Интер» — Италири хăй йĕркеленнĕренпе нихçан та çĕршывăн çӳлти дивизионĕнчен пĕртте тухса ӳкмен пĕртен-пĕр команда. «Интер» — çаплах Италире «Милан» хыççăн хăй çуралнăранпа 2 çултан чемпионата 1909/10 сезонĕнче выляса илнĕ иккĕмĕш команда. Милан çакна 1900/01 сезонĕнче çитнĕ.
«Интер» итал клубĕсенчен пĕрремĕш сезонри абонементсене хута кĕртнĕ. 1985 çулхи утăн 30-мĕшĕнче «Интер» итал клубĕсенчен пĕрремĕш хăйĕн тетелри сайтне уçать. 2000 çулхи авăнăн 20-мĕшĕнче клубăн Inter Channel телеканалĕ ĕçлеме тытăннă.
«Интер» 30 наци трофейне çĕнтерсе илнĕ, Итали чемпионатĕнче 18 хутчен çĕнтернĕ, Итали кубокне 7 хутчен тата Итали Суперкубокне 5 хутчен тивĕçнĕ. 2006 – 2010 çулсенче клуб пиллĕк скудеттăра умлă-хыçлă мала тухнă.[2] Вăл Чемпионсен лигинче виçĕ хутчен, икĕ çул умлă-хыçлă (1964 тата 1965 çç.), кайран 2010 çулта çĕнтернĕ. Клуб çаплах 3 УЕФА Кубокне, 2 хутчен Континентсем хушшинчи Кубока тата 1 хутчен ФИФА тĕнчери клуб чемпионачĕн кубокне çĕнсе илнĕ.
«Интер» президенчĕ — Чжан Стивен. Интер тĕнчери чи хаклă футбол клубĕсем хушшинче.