From Wikipedia, the free encyclopedia
Сергей Александрович Есенин — паллă вырăс сăвăçи, имажинист. Халăх кăмăллакан çыравçăсенчен пĕрри. 1895 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Кисан кĕпернинчи Константиново ялĕнче çуралнă. 1925 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Ленинград хулинче çамрăк пурнăçĕ татăлнă.
Сергей Есенин | |
Çуралнă чухнехи ят: | Сергей Александрович Есенин |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | юпа, 3, 1895 (21.09) |
Çуралнă вырăн: | Константиново, Куçма вулăсĕ, Кисан уесĕ, Кисан кĕперни, Раççей империйĕ (халĕ: Рыбново районĕ, Кисан облаçĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1925 раштав, 26 |
Вилнĕ вырăн: | Ленинград, СССР |
Гражданлăх: | Раççей империйĕ, РСФСР, СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | вырăс сăвăçĕ |
Пултарулăх çулĕсем: | 1910—1925 |
Тĕлĕ: | çĕнĕ çĕрĕçтеш сăвăçисем, имажинизм |
Ĕçсен чĕлхи: | вырăс |
http://esenin.ru/ | |
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем | |
Пултару ĕçĕсем Викивулавăшра. |
Сергей Есенин купса кил-йышĕнче Кисан кĕпернинчи Константиново ялĕнче, çĕр ĕçтĕш çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Александр Никитич Есенин (1875—1967), амăшĕ — Татьяна Федоровна Титова (1875—1955). 1904 çулта Есенин Константиновăри училищине вĕренме кĕрет, каярах чиркӳ-вĕрентӳç шкулĕнче пĕлӳ пухнă.
1912 çулта Есенин Мускава çитнĕ, кĕнеке лавккинче, тепĕртакран И. Д. Сытин типографине ĕçленĕ. Типографинче тăрăшать, Суриков литература-мусăк кĕтесĕн сăвăçисемпе паллашать.
Çав çултах Сергей Есенин «И. Д. Сытин юлташлăхĕ» типографинче пĕрле ĕçленĕ Изряднова Анна Романовна корректорпа паллашать. 1914 çулта вĕсем гражданла арлă пурăнма тытăнаççĕ. 1914 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Анна Изряднова ывăл çуратать, ăна Юрий ята параççĕ (ăна 1937 çулта персе пăрахнă).
1913 çулта Мускаври А. Л. Шанявский ячĕллĕ халăх университечĕн историпе философи факультетне вĕренме кĕнĕ.
1914 çулта «Мирок» журналта Есенинăн пĕрремĕш сăввине пичетленĕ.
1917—1921 çулсенче Есенин Зинаида Райх арăмпа пурăнать, каярах вăл В. Э. Мейерхольда качча каять. Венчете Сергей Есенинпа Зинаида Райх 1917 çулхи утăн 30-мĕшĕнче Кирик тата Иулитта чиркĕвĕнче (Вологда уесĕн Толстиково ялĕ) тăнă. [1] Çемьере Татьяна хĕрпе Константин ывăл (футбол журналисчĕ) çуралать.
1921 çулхи кĕркунне Г. Б. Якулов патĕнче Сергей Есенин Айседора Дункан ташӑçăпа паллашать, савнисем хыççăнах пĕрлешеççĕ. Туй хыççăн Есенинпа Дункан Европăна тухса кайнă. 1923 çулта Есенин Мускава таврăнать.
1924 çулхи çăвăн 12-мĕшĕнче Есенина Надежда Вольпин тăлмач — каярах паллă математик тата диссидент юхăмĕн ĕçченĕ — Александр ывăла çуратса парать.
1925 çулхи кĕркунне — Есенин юлашки ăстрăм авланать, арăмĕ — Софья Андреевна Толстая — Л. Н. Толстойăн мăнукĕ.
1925 çулхи раштав, 28 Есенин виллине Ленинградри «Англетерте» тупаççĕ. Вăл пӳлĕмри ăшă паракан пăрăхран çакăнса пурнăçран уйрăлнă пулать. Хăйĕн юлашки сăввине — «До свиданья, друг мой, до свиданья…» — сăвăç хăна çуртĕнче юнпа, чернилă çуккипе, çырнă.[2]
Паянхи кунсенчи хыпарсемпе, чернила вырăнне юнпа çырнă сăввине поэт унченех хайланă, оригиналĕ амăшĕ патĕнче пулнă, теççĕ.
Официаллă версипе, Есенин депрессие пула (уйăх маларах психоневрологи пульницинче сипленнĕ) хăй çине алă хунă (çакăннă).
1970—1980-мĕш çулсенче сăвăçа вĕлернĕ текен шухăш çуралнă: е кĕвĕçнипе, е политика ĕçĕ пирки ăна ШĔХК ĕçтешĕсем çапса пăрахнă. Çак пуçилӳ ĕçĕ пирки Яков Блюмкин ячĕ сиксе тухать.
1990-мĕш çулсенче чылай автор сăвăçа вĕлернĕ верси майлă çĕнĕ аргументсем тупса кăтартнă. Çак шухăша «Есенин» сериалĕнче палăртнă.
1925 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче Мускаври Ваганьково çăвинче пытарнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.