From Wikipedia, the free encyclopedia
Давид Гильберт – (03.01.1862, Велау, Прусси — 04.02.1943,Гёттинген, Германи) - Математика енĕпе ĕçленĕ ăславçă. Инвариантсен теорине тата Евклид геометрийĕн аксиоматикине ăсталанă.
Гильберт Давид | |
David Hilbert | |
Çуралнă вăхăт: | 1862, кăрлач, 3 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Велау, Калининград облаçĕ, Прусси |
Вилнĕ вăхăт: | 1943, нарăс, 4 |
Вилнĕ вырăн: | Гёттинген, Германи |
Патшалăх: |
Германи империйĕ, Веймар республики, Виççĕмĕш райх |
Ăслăх сфери: | Математика |
Альма-матер: | Кёнигсберг университечĕ |
Ăслăх ертӳçи: | Фердинанд фон Линдеман |
Паллă вĕренекенсем: | Эрих Хеке |
Паллă: | математика никĕсĕсем Функци анализĕ Гильберт проблемисем |
Кёнигсберг университетне пĕтерсе 1885-мĕш çулта инвариантсен теорийĕпе диссертаци хӳтĕлет. Тепĕр çултан ку университетăн математика профессорĕ пулса тăрать.
1895-мĕш çулта Феликса Клейна чĕннипе Гильберт Гёттинген университетне куçса вăхăтĕнче Гаусс тата Риман ертсе пынă кафедрăна йышанать. Ку вырăнта вăл 35 çул ĕçленĕ.
Гёттингенра Гильберт вĕренекенĕсем хушшинче Эрнст Цермело, Герман Вейль, Джон фон Нейман (ун ассистенчĕ пулнă), Рихард Курант, Гуго Штейнгауз, Эммануил Ласкер шахмат чемпионĕ тата ыттисем те. Ăна хăйĕн вĕрентекенĕ тесе шутлакансен йышĕ тата пысăкрах, çав шутра Эмми Нётер тата Алонзо Чёрч. Ун доктор диссертцине хӳтĕленĕ 69 аспирант пулнă.
Математикăна пăрахса поэт пулса тăнă пĕр аспиранчĕ пирки калани паллă: «Лайăх, ун математика валли фантази сахал»[1].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.