Вырăс Википе́дийĕ. Официаллă ячĕ пирки консенсус çук, çавăнпа та тĕрлĕ вариантсемпе усă кураççĕ. Вулăр: Википеди:Ыйтнисем/Вырăс уйрăмĕн ячĕ. Çак вариантсем: вырăс «Википедийĕ», «Вырăс Википедийĕ», Вырăс чĕлхиллĕ Википеди, Википедин вырăс чĕлхиллĕ уйрăмĕ, РуВика, РуВики, ru-wiki.</ref>[1] — Википедин —ирĕклĕ0 энциклопедин— вырăс уйрăмĕ. Халĕ унта статья йышĕ 55 988. Уйрăм статья шучĕпе вуннăмĕш вырăн йышăнать. «Вырăс» ят (çакăн пекех урăх чĕлхе ячĕсем те — Акăлчан Википедийĕ, Франци Википедийĕ т.ур.) этноса е патшалăха мар,статьяна çырнă чĕлхене кăтартать.
2009 çулхи юпа уйăхĕнче Википедин Яндекс.КаталограЦТИ 31 000 танлашнă, вăл вара Рунет сайчĕсем хушшинче 9-мĕш вырăна тухать[2]. alexa.com статистикипе Википедин вырăс уйрăмĕ пиллĕкĕмĕш-улттăмĕш вырăнта пулать (франци википедипе пĕрле; акăлчан, япун, нимĕç тата испан хыççăн), Википедине кĕрекенсен 3,5% йышĕ вырăс викине керсе тухать[3].
юпа, 27—юпа, 28 — Санкт-Петербург хулинче Санкт-Петербург информаци технологисен, механикăпа оптика патшалăх университетĕнче пĕрремĕш Вики-конференци иртнĕ.
чӳк, 27 — «Рунет парнине» çав номинацирех тивĕçнĕ.
чӳк, 25 — вырăс Википедийĕ Рунет парнине «Ăслăх тата Пĕлӳç» номинацинче тивĕçет.
Аппарат хатĕрлĕхĕ. Вырăс уйрăмĕ Википедин ытти пайĕсемпе пĕрле темиçе çĕртен тытăнса тăракан сервер кластерĕнче ĕçлет. Тĕплĕнрех meta:Hardware(акăлч.) вулăр.
Программа хатĕрлĕхĕ. MediaWiki движокпа усă кураççĕ. Усă курнакан MediaWiki вермипе унăн саралăвĕсем пирки çакăнта пĕлме юрать.
2007 çулхи юпа уйăхĕн хыпарĕпе вырăс Википедине хутшăнакансем (хăйсем кăтартнă информаципе) 30 ытла патшалăхра пурăнаççĕ.
Паллах, чылайăшĕ Раççейрен. Шĕкĕр хуласенче йышĕ темиçе çĕр: 800 хутшăнакан хăйне Мускавран хутшăнакансем, 400 ытла — Санкт-Петербургран хутшăнакансем. Украина, Германи, Израиль тата АПШ патшалăхĕсенче кашнинче, 50—150 вырăс Википедине хутшанакан пулать.
РОТОР эреш конкурсĕ, унăн уйрăмлăхĕ — проекта номинацие кĕртме тата уншăн сасăлама Рунетăн (ЕЖЕ пĕрлĕхĕн пайташĕсем) паллă ĕçченĕсем çеç хутшăнма пултараççĕ.
РОТОР-2009 (2009, çу). Вырăс Википедийĕ «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче çĕнтерет, вырăс Википедин редакторĕсем «Çулăн редакторĕ» номинацинче II-мĕш вырăна тухаççĕ. Çаплах ăмăртăва Викитека тата Викисклад проекчĕсем хутшăннă.[6]
РОТОР-2008 (2008, çу). Вырăс Википедийĕ «Çулăн тетел-этем пĕрлĕхĕ» номинацире çĕнтерет, «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче тăваттăмĕш хут II-мĕш вырăна тухать, пĕрремĕш вырăна «Элементы.ру» проект тухать.[7]
РОТОР-2007 (2007, пуш). Вырăс Википедийĕ икĕ чыслă иккĕмĕш вырăна йышăнать: «Çулăн тетел-этем пĕрлĕхĕ» номинацинче (Хабрахабр проект мала тухать) тата «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче (пĕрремĕш — Вокруг света). Пурĕпе 220 ытла çын сасăланă. [8]
РОТОР-2006 (2006). Вырăс Википедийĕ «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăна, «Математика этюдĕсем» проекта мала ярса, йышăнать. Сасăлăва 141 çын хутшăннă.[9]
РОТОР++ (2005). Википедин «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăн, пĕрремĕшне «Элементы.ру» проекта иртерсе йышăннă[10].
Ылтăн сайт
Ылтăн сайт — пĕтĕм раççей уçă интернет-конкурс; 1998 çулта IBS, APC, Intel тата Microsoft IT-корпорацисем никĕс хунă.
Ылтăн сайт — 2007 (2007 çулхи раштав, 6). Вырăс Википедийĕ «Классика» номинацин лауреачĕ пулса тăрать[11].
Российская Газета, Раççей Федерацин правительствин официаллă пичет органĕ пĕрмаях Вырăс Википедине асăнать[12][13][14].
Википеди сăмаха е ятне кавычкăпа хупма пултараççĕ. Пĕр енчен, пичет кăларăмĕсене, çав шутра энциклопедисене, кавычкăпа кăтартмала, тепĕр енчен — этем пĕрлĕх юхăмĕсен, этеплĕх йĕркелĕвĕсен ячĕсене кавычкăсăрах палăртаççĕ (А. Э. Мильчин, Л. К. Чельцова «Справочник издателя и автора», глава Названия (употребление прописных букв, кавычек; слитное, дефисное, раздельное написание) 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.).
«Майкла Джексона, возможно, нет в живых», опубликовано на сайте rg.ru 26 июня 2009: «Никакого официального подтверждения печальной новости пока нет, однако всемирная свободная энциклопедия Wikipedia (ее пишут и редактируют сами пользователи) уже обозначила сегодняшний день как дату смерти певца»