Банк
From Wikipedia, the free encyclopedia
Банк (итал. banco — укçа улăштаракан лавкки, сĕтелĕ) — финанс-кредит институчĕ, унăн тĕп ĕçĕ-пуçĕ — юридици йĕркеленӳлĕхсене тата çынсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси.
«Банкир» ыйтни кунта куçать; çавăн пекех урăх пĕлтерĕшсене пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Банк (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
....
Банк мар кредит йĕркеленӳлĕхĕ — «О банках и банковской деятельности» Федераллă саккунпа палăртнă уйрăм банк операцисене ирттерме ирĕклĕ кредит йĕркеленӳлĕхĕ . Банк йĕркеленӳлĕхсен банк мар операцисене Раççей Банкĕ тытса тăрать.
Ют патшалăх банкĕ — ют патшалăх çĕрĕнче регистрациленĕ ют патшалăх саккунлăхĕпе çакăн пек йышăннă банк.
Раççей Федерацийĕн банк системи шутне Раççей банкĕ, кредит организацисем, çаплах филиалĕсем тата ютçĕр банк элчелехĕсем кĕреççĕ.[1]