From Wikipedia, the free encyclopedia
Андреев Иван Андреевич (1928, çу, 15, Чăваш АССР, Элĕк районĕ, Хитекушкăнь ялĕ — 2011, раштав, 31, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (1970), Чăваш ăславсемпе ӳнерсен наци академийĕн чăн пайташĕ (академикĕ) (1994).
Иван Андреев | |
Андреев Иван Андреевич | |
Çуралнă вăхăт: | 1928 çул, çу, 15 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Хитекушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР |
Вилнĕ вăхăт: | 2011, раштав, 31 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики, РФ |
Патшалăх: |
Раççей Федерацийĕ |
Ăслăх сфери: | синтаксис, морфологи, сăмах туни, орфографи, пунктуаци |
Ĕç вырăнĕ: | ЧППУ, ЧПУ, ГĂТИ |
Ăсчах степенĕ: | филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ |
Ăсчах хисепĕ: | профессор, академик |
Альма-матер: | ЧППИ |
Чыславсемпе парнесем |
|
Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1990), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2001), Чăваш Республикин гуманитари ăслăхĕсен облаçĕнчи патшалăх премин лауреачĕ (2006)[1].
1928 çулхи çу уйăхĕн 15 Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă.
1950 çулта Чăваш патшалăх педагогика инситутĕнче, 1955 çулта аспирантурăра вĕренсе тухнă.
Ăслăх-тĕпчев институчĕн чĕлхе уйрăмĕн пуçлăхĕ (1957—1970), Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ (1972-па), историпе филологи факультетăн деканĕ (1983—1990), СССР ĂĂ литературăпа чĕлхе уйрăмĕ çумĕнчи тюркологсен комитечĕн пайташĕ, Чăваш Енĕн вĕрентӳ институчĕн профессорĕ (1999-па).
Иван Андреев чăваш чĕлхин синтаксис, морфологи, фонетика, орфографипе пунктуаци, лексикографи, диалектологи, антропологи ыйтăвĕсене тĕпчет; чĕлхе наукинчи, шкул грамматикинчи чи çивĕч ыйтусене хускатать, тĕрлĕ вĕренӳ программисемпе кĕнекисене хатĕрлет. 200 ытла тĕпчев ĕçĕ пичетленĕ.
Иван Андреев причастисен ушкăнĕсене вĕсен синтаксиспа морфологи уйрăмлахĕсене; хутсăр пуплевĕшĕн тĕп паллисене, грамматикăпа коммуникативлă тытăмне; орфографипе пунктуацин çитменлĕхĕсемпе хирĕçӳлĕхĕсене туллин тишкернĕ; хутлă пуплевĕшĕн теорине аталантарса, унăн паллисемпе тĕсĕсене тарăннăн çутатса, чылай ыйтăва çĕнĕлле ăнлантарнă.
Иван Андреев чăвашла-вырăсла, вырăсла-чăвашла сăмахсарĕсене хатĕрлесе кăларас çĕрте чылай вăй хунă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.