Ангара (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ангара́ — Хĕвелтухăç Çĕпĕрти юханшыв, Енисей юханшывĕн чи пысăк сылтăм юппи, Байкалтан юхса тухакан пĕртен пĕр юханшыв.
Характеристика | |
---|---|
Бассейн лаптăкĕ | 1 040 000 км² |
Шыв тăкакĕ | 4 530[1] м³/ç |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | Байкал |
• Координатсем | 51°52′00″ с. ш. 104°49′10″ в. д.HGЯOШаблон:Карта/Бк/M/100000 |
Шыв вăрри | Енисей |
• Координатсем | 58°06′00″ с. ш. 93°00′00″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/O |
Вырнаçни | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Регион | Иркутск облаçĕ, Красноярск Ен |
РПШР | Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found. |
— шыв пуçламăшĕ, — шыв вăрри |
ячĕ бурят чĕлхинчи анга (уçă тата çурăк) сăмахран тухнă. Документсенче XIII ĕмĕртен Анкара-Мурэн ятпа асăнаççĕ. Маларах Илим юханшывĕнчен аялларах Çӳлти Тунгуска тесе каланă.
Ангаран чи пысăк юппи - сулахай енчи Тасеева Ытти пысăкрах юпписем: сылтăмра - Илим, Чадобец, Иркинеева, Каменка; сулахайра — Иркут, Китой, Белая, Ока, Ия, Кова, Мура.[2] Байкалăн пĕтĕм шывĕ Ангара витĕр кайнă май, Селенга Ангаран тĕп юппи шутланма пултарать. а
Ангарах вăрăмах пулмасан та 1 779 км, 380 м таран çӳллĕшне ылмаштарать. Çавăнпа гидроэнергетика валли пысак потенциаллă. Юханшыв çинче виçе ГЭС туса хунă: Иркутск ГЭСĕ, Братск ГЭСĕ тата Усть-Илимск ГЭСĕ. Халь Богучар ГЭСне тăваççĕ. Малалла тата Анатри Ангара ГЭСĕсен каскадне тума планлаççĕ.
Ангара хĕрринче Иркутск, Ангарск, Усолье-Сибирское, Свирск, Братск, Усть-Илимск тата Кодинск хулисем вырнаçнă. Унсăр пуçне Мегет, Балаганск, Усть-Уда, Осиновка, Железнодорожный, Богучаны, Мотыгино пурăнан вырăнсем юханшыв хĕрринче.
1891-мĕш çулта Ангара урлă пĕрремĕш понтон кĕперĕ хывнă. Кĕпер уçнă вăхăтра Иркутск витĕр цесаревич Николай II иртсе кайнă. КУ кĕпер 45 çула яхăн тăнă. Кĕпер витĕр пĕр еннелле кăна кайма май пулнă, пĕр-пĕринчен иртсе кайма пулман[3].
1931-36 çулсенче кивĕ Ангара кĕперĕ хывнă, вăл Иркутскăн сылтăм тата сулахай çыранта вырнаçнă пайĕсене пĕрлештернĕ. 1978-мĕш çулта Ангара урлă иккĕмĕш кĕпер туса пĕтернĕ, вăл Иркутск хули хĕрринчи Пади Топка тата Жилкинона çыхăнтарнă. . 1999-мĕш çулта Ангара кĕперĕ тума тытăннă. 2002-мĕш çулта ĕçсем чарăннă, 2005-мĕш çулта çĕнĕрен пуçланнă. 2009-мĕш çулта кĕперĕн пĕр енĕпе çӳреме тытăннă, 2010-мĕш çулта икĕ еннелле те çул уçнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.