Анат Кама
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Анат Кама, — Раççейри хула. Тутарстанăн Анат Кама районĕн администрацие кунта вырнаçнă. Хула Чулман Атăлăн сулахай çыранĕ хĕрринче ларать. Хусантан 237 çухрăмра вырнаçнă. Хула лаптăкĕ 61,0 км2.
2003 çулта хулара 225,4 пин çын пурăннă. Вĕсен хушшинче тутарсем 46, 5%, вырăссем 46,1%, чăвашсем 3,0%, украинсем 1,0%, пушкăртсем 1,0% шутланнă.
Анат Камăра 8 пин чăваш пурăнать[1].
Хулана 1961 çулта ку вырăнта нефтехими комбинатне никĕсленĕ вăхăтра йĕркеленме пуçланă. 1966 çулчен Анат Кама посёлокĕ пулнă, кайран вара хула шутне кĕртнĕ.
Анат Камăра Хусанти технологи университечĕн филиалĕ, Политехника техникумĕ, нефтехими колледжĕ тата Тутарстанăн пĕрремĕш чăваш гимназийĕ[1] пур. Медицина, педагогика тата юрă-кĕвĕ училищисем вырнаçнă.
Хулара çавăн пекех «Нижнекамск — нефтехими хули» музей пур, «Тамаша» халăх театрĕ тата «Шăнкăрав» ансамбль ĕçлет[1].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.