Çил
From Wikipedia, the free encyclopedia
Çил — çĕр çийĕпе паралеллĕ хăвăрт куçакан сывлăш юххи[1]. Çĕр çинче ытларах горизонт тĕлĕшпе куçакан сывлăш юххи, урăх планетăсем çинче вăл çав планетăсен атмосферăри газсен юххисем пулаççĕ. Хĕвел системин чи вăйлă çилсем Нептунпа Сатурн çинчисем шутланаççĕ.
Хĕвел çилĕ çăлтăртан тухакан сӳрĕкленнĕ газсен юххи, планета çилĕ космос уçлăхне планета атмосферине дегазациленĕ чухнехи газсен юххи шутланать. Çилсене, йĕркене май, масштаба, хăвăртлăха, тăвакан вăя, тухакан вырăна, тавра хутлăха хистессине шута илсе классификацилеççĕ.