1178 — Пилĕк кентербери монахĕсем уйăх çинче хăватлă сирпенӳ курнă. Çакă уйăх метеорпа çапăнни пулнă теççĕ, ун хыççăн уйăх çинче Джордано Бруно кратерĕ пулса юлнă.
1439 — Базель соборĕ Евгений IV (Eugenius PP. IV) рим папине еретик тесе айăпланă та ăна папа шутĕнчен кăларнă.
1498 — Китайра шăл тасатмалли щетка шутласа кăларнă.
1503 — Христофор Колумб (Christoforo Colombo) карапĕ Ямайка утравĕ патĕнче шыва путнă.
1580 — лютерансен «Килĕшӳ кĕнекине» çут тĕнчене тухнă.
1630 — ДжонУинтроп (John Winthrop) апатланнă чухне АПШ-ра пĕрремĕш хут вилкăпа усă курнă.
1762 — Раççей императорĕ Пётр III православипе лютеран чиркĕвĕсене танлашиарнă.
1783 — Франци химикĕ Антуан Лоран Лавуазье (Antoine Laurent de Lavoisier) Париж тĕпчев академин пухăвĕнче шыв — водородпа кислород çыхăнăвĕ тесе пĕлтернĕ, тепĕр икĕ çултан çар инженерĕпе Жан Меньепе (Jean Baptiste Marie Charles Meusnier de la Place) çак икĕ элементсенчен синтез урлă шыв туса илнĕ.
1919 — Германире пĕтĕмпех металран пуçтарнă пассажир самолечĕ «Юнкерс» J13 пĕрремĕш вĕçеве тухнă.
1923 — Мускав тата Пĕтĕм Раççей Патриархĕ Тихон тĕрмерен тухать — уншăн вăл совет влаçне пăхăнать, контрреволюци ĕçесене сивлет, влаçсемпе килешӳ тума сĕнет.
1926 — ЛенинградриПетропавловск собор куранчĕсем кун çурринче пĕремĕш хут «Интернационал» гимне вылянă.
1932 — СССР-та пĕрремĕш хут (тĕрĕслев шучĕпе) китсене тытакан «Алеут» карапĕ тинĕсе тухнă.
1935 — СССР-та политссыльнăсен тата политкатăржансен Ушуăнне салатса янă.
1935 — Парижра Тĕнчери çыравçăсен культурăна хӳтĕлес конгресĕ Тĕнчери çыравçăсен ассоциацине йĕркелесе хунă.
1971 — Аслă Британин çутĕç министрĕ Маргарет Тэтчер (Margaret Hilda Thatcher, Baroness Thatcher of Kesteven) хушнипе пуçламăш класс шкул ачисене тӳлевсĕр сĕт пама чарнă.
1975 — Мозамбик ирĕклĕхе çĕнтерсе илнĕ. Самора Машел (Samora Moises Machel) президент пулса тăрать.
1975 — Ричи Блэкмор (Ritchie Blackmore) официаллă «Deep Purple» ушкăнĕнчен тухса кайнине пĕлтернĕ.
1987 — ТК Пленумĕнче СССР-та экономика реформисене пуçламалла тенĕ.
1989 — СССР Çурçĕр флотĕнчи «Комсомолец» К-131 атомоход-шывайкиммин атом реакторне сивĕтсе тăракан системи шăтăкланать.
1963 — Джордж Майкл (чăн ячĕ Георгиос Панайоту) (George Michael — Georgios Kyriakos Panayiotou — Γιώργος-Κυριάκος Παναγιώτου), акăлчан поп-юрăçĕ, грексенчен тухнă, кĕвĕçĕ, «Wham!» дуэтра юрлама тытăннă.
1964 — Эмма Суарес (Emma Suárez Bodelón), испани артистки.
1975 — Крамник Владимир Борисович, шахматист, 14-мĕш тĕнче чемпионĕ ПША версипе.
2006 — ТурцириМанавгат хулинче сирпĕнӳ пулнă. 4 çын вилнĕ, темиçе теçетке çын аманнă.
1767 — Телеман Георг Филипп, нимĕç кĕвĕçи, капельмейстер, музыка ĕçченĕ.
1785 — Якоб Штелин (Jakob von Stählin), вырăс ӳнерлĕхĕн пĕрремĕш историкĕ, фейерверксен театăрне йĕркелекенĕ.
1822 — Эрнст Теодор Вильгельм Амадей Гофман, нимĕç çыравçи, кĕвĕçĕ, ӳнерçĕ.
1842 — Жан Шарль Леонар Симонд де Сисмонди (Jean-Charles-Leonard Simonde de Sismondi), швейцари историкĕ, экономист.
1971 — Джон Бойд-Орр (John Boyd-Orr, 1. Baron of Brechin Mears), акăлчан тĕпчевçи, биолог, ООН Апат-çимĕç комисси пуçлăхĕ, Нобель преми лауреачĕ ( мир - лăпкăлăх), 1949.
1972 — Гюнтер Симон (Günter Simon), нимĕç театр тата кино артисчĕ.
1984 — Мишель Поль Фуко (Michel Foucault), франци философĕ, культура историкĕ.