From Wikipedia, the free encyclopedia
Па́бло Дие́го Хосе́ Франси́ско де Па́ула Хуа́н Непомусе́но Мари́я де лос Реме́диос Сиприа́но де ла Санти́сима Тринида́д Ма́ртир Патри́сио Руи́с тата Пика́ссо, (исп. Pablo Diego José Francisco de Paula Juan Nepomuceno María de los Remedios Cipriano de la Santísima Trinidad Mártir Patricio Ruiz y Picasso; 25 юпа 1881, Малага, Испани — 5 ака 1973, Мужен, Франци) — испани ÿнерçи, скульпторĕ, ÿкерÿçи, театр капăрлатаканĕ, тăм ӳнерçи тата дизайн ăсти.
Пабло Пикассо | |
Pablo Picasso | |
Пабло Пикассо, 1962 | |
Çуралнă чухнехи ят: | Пабло Диего Хосе Франсиско де Паула Хуан Непомусено Мария де лос Ремедиос Сиприано де ла Сантисима Тринидад Мартир Патрисио Руис тата Пикассо |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1881 çулхи юпа, 25 |
Çуралнă вырăн: | Малага,Испани |
Вилнĕ вăхăт: | 1973 çулхи ака, 5 |
Вилнĕ вырăн: | Мужен, Франци |
Гражданлăх: | Испани |
Жанр: | сăрă ӳнерçи тата ÿкерÿçĕ, тăм ӳнерçи, скульптор тата дизайн ăсти |
Вĕренӳ: | Король илемлĕ ÿнер аслă вĕрентĕшĕ Сан-Фернандо (Мадрид хулинче пĕр çул хушши) |
Стиль: | кубизм, сюрреализм, постимпрессионизм |
Паллă ĕçсем: | Авиньон хĕрĕсем, Герника, Чăмăр çинчи хĕрача, Çара ӳтлĕ хăрарăм |
Парнесем: | Халăхсен хушшинчи Ленин парни «Халăхсен хушшинчи тăнăçлăха çирĕплетнĕшĕн» — 1962 |
Сайт: | picasso.fr/us/picasso_page_index.php |
Викиампарти ĕçсем |
Кубизм юхăмне (Жорж Брак тата Хуан Гриспа пĕрле) никĕслекен, ку вăл виçĕ виçеллĕ япалана хăйне май мĕлпе лаптаксене пĕрле çыхăнтарса ÿкерни пулнă. Пикассо ÿкерÿçĕ пулса та нумай ĕçленĕ, скульптор, тăм ӳнерçи т. ыт.те пулнă. Шутсăр нумай ÿнерçĕ унăн мелĕпе усă курнă тата вăл XX ĕмĕрти ÿнер аталану çине вăйлă та пĕлтерĕшлĕ витĕм хунă. Нью-Йоркри паянкун ÿнер музейĕ каланă тăрах, Пикассо хăй пурнăçĕнче 20 пине яхăн ĕç хайланă.
Пикассо мĕн ачаран ÿкерме пуçланă, пĕрремĕш ÿнерÿ ăсталăхне вăл ашшăнчен — ÿкерÿ вĕрентекен Хосе Руиса Бласкоран илнĕ, кĕçех ку ĕçре пысăк ăнăçусем тунă. 8 çулта вăл çу сăррисемпе «Пикадор» ятлă хăйĕн пĕрремĕш ĕçне ÿнернĕ, унпа вăл хăйĕн пурнăçĕнче нихăçан та уйрăлман.
1891-мĕш çулта дон Хосе Ла-Коруньере ÿкерÿ вĕрентекенĕн ĕç вырăнне илет, вара çамрăк Пабло çемьипе пĕрле çурçĕр Испанине пурăнма куçать, кунта вăл илемлĕ ÿнер шкулĕнче вĕренет (1894—1895).
Кĕçех çемье Барселона хулине куçать, 1895-мĕш çулта Пикассо Ла-Лонха илемлĕ ÿнер шкулне вĕренме кĕрет. Пабло вунтăваттăра çех пулнă, çавăнпа та Ла-Лонхара вĕренме вăл ытла та çамрăк пулнă. Апла пулин те ашшĕ çине тăнипе ăна экзамен конкурс тăрăх тытма ирĕк панă. Пикассо пур экзаменсене те питĕ лайăх тытса Ла-Лонхана вĕренме кĕрет. Малтанах вăл ашшĕ ячĕпе Ruiz Blasco тесе ал пуснă, анчах та каярах амăшĕн хушаматне илсе Picasso тесе çырнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.