From Wikipedia, the free encyclopedia
Çĕпрел районĕ (тут. Чүпрәле районы, выр. Дрожжановский район) — Тутарстанăн районĕ. 1966 çулта йĕркеленĕ. Район администрациĕ Хусантан 200 çухрăмра ларакан Кивĕ Çĕпрел салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1029,5 км2.
Çĕпрел районĕ тут. Чүпрәле районы выр. Дрожжановский район | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Тутарстан | ||
Администраци центрĕ | Кивĕ Çĕпрел чиркӳ ялĕ | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1930 çурла, 30 | ||
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ | Алиуллов Шаукет Ахметсафинович (в. п.) | ||
Официаллă чĕлхе | тутар, чăваш, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2016) |
23148 (0,6 %) | ||
Наци йышĕ | тутарсем, чăвашсем, вырăссем | ||
Конфесси йышĕ | мăсăльман-суннитсем, православи христианĕсем | ||
Лаптăк | 1029,5 çм² | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
http://chuprale.com Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Района 1930 çулта йĕркеленĕ.
Район пуçлăхĕ — ?.
Çĕпрел районĕ республикăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, Чăваш Республикипе, Чĕмпĕр облаçĕпе чикĕ тытать.
Археологи ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн Çĕпрел районĕнче авалхи пăлхарсем пурăннине палăртнă. Чăнлă юханшывĕ хĕрринче аваллăхри пурăну вырăнĕсене тупнă. XVII ĕмĕр варринче —XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче кунта хĕсметри тутарсем килсе вырнаçнă, юнашар ялсенче чăваш, ирçĕ пурăннă. Çак хĕсмет тутарĕсене кунти çĕрсене патшалăх чиккисенче хӳтлĕх тума Раççей ертӳçисем куçарнă. Ун чух çак çĕрсене "тискер уй" тенĕ, чăтлăх вăрман, аслă кӳлĕ, çăткăн шурлăх чылай пулнă, çутçанталăкра тискер кайăк тĕл пулнă, çав шутра мăнтай мамонтсем те.
Районта хутăш халах пурнать: тутарсем — 16231 çын (58 %), чăвашсем - 11651 çын (41 %), вырăссем - 177 çын (0,6 %), ыттисем — 44 çын[1].
Район шутне 52 пурăнан вырăн, 19 ял тăрăхĕ кĕрет.
Çĕпрел районĕнче çурхипе кĕрхи тулă, кĕрхи ыраш, урпа, сĕлĕ, вир, пăрçа, хура тулă, сахăр кăшманĕ, çĕрулми ӳстереçççĕ. Шултра выльăх, сысна тата сурăх çитĕнтереççĕ.
Районта 24 пĕрлĕ вăтам пĕлӳ паракан тата 8 тулли мар шкул вырнаçнă, вĕсенче 753 вĕрентӳçĕ ĕçлет 4610 çын вĕренет. 90-мĕш №-лĕ професси училищи Çĕпрел районĕн ăсталăх тĕпĕ шутланть. Районта ача-пăча тата çамрăк спорт шкулĕ, ĕçлет — вĕсенче 600 ытла çын тĕрлĕ спорт тĕсĕпе (хоккей, футбол, йĕлтĕр, кĕрешӳ, бокс, волейбол, баскетбол) ăсталăхне ӳстереççĕ.
Районта 49 Этеплĕх çурчĕ, çав шутра районăн Этеплĕх çурчĕ тата виçĕ автоклуб, 24 ял этеплĕх çурчĕ, 21 ял клубĕ, 32 вулавăш, икĕ музей тата мусăк шкулĕ вырнаçнă.
Ишлĕ • Кив Йĕлмел • Кивĕ Шемĕршел • Кивĕ Упи • Матак • Пасарлă Упи • Паснапуç • Саплăк • Çĕнĕ Йĕлмел • Çĕнĕ Упи • Тăванъел • Турхан Упи • Хула Çырми • Хурăнвар • Чăваш Çĕпрел • Чăваш Шемĕршел
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.