From Wikipedia, the free encyclopedia
Çĕнтерӳ Ялавĕ — Хĕрлĕ Çар салтакĕсем Алексей Берест[1][2][3], Михаил Егоров тата Мелитон Кантария 1945 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче Берлинхулинчи рейхстаг çурчĕн куполĕ çине[4] хăпартса лартнă 150-мĕш II степеньлĕ Кутузов орденлĕ тата Идрица стрелок дивизин штурм ялавĕ[4].
Раççей саккун тăваслăхĕ йышăннипе, «Çĕнтерӳ Ялавĕ» совет халăхĕн тата унăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсем нацист Геманине Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтерĕвĕн официаллă символĕ, Раççейĕн патшалăх реликвийĕ» шутланать, «курăнмалла вырăнта ĕмĕрлĕхех упранать»[4]. Çаплах Çĕнтерӳ Ялавĕ Беларуçре (1996-па)[5], Днестрçумĕнче (2009-па)[6] тата Украинăра (2011-па)[7] Çĕнтерӳн официаллă символĕ шутланать.
Хăйĕн сăнĕпе Çĕнтерӳ Ялавĕ — вăрçă хирĕнче туса хатĕрленĕ импровизациленĕ СССР Патшалăх ялавĕ. Йывăç авăр çине пĕр сийлĕ тӳрĕ кĕтеслĕ 82 см тата 188 см калăпăшлă хĕрлĕ пусма, питĕнче, авăр çумĕнче кĕмĕл пиллĕк тăрăллă çăлтăра, çурлапа мăлатука, пусман ытти пайĕнче шурă саспаллисемпе тăваттă йĕрке çырнă: «150 стр. ордена Кутузова II ст. идрицк. див. 79 C.К. 3 У. А. 1 Б. Ф.»[8] (150-я стрелковая ордена Кутузова II степени идрицкая дивизия 79-го стрелкового корпуса 3-й ударной армии 1-го Белорусского фронта), пусман тӳнтер енче авăр çумĕнчи аялти кĕтесĕнче — «№ 5» çырнă[9].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.