Магас
Раççей хули From Wikipedia, the free encyclopedia
Раççей хули From Wikipedia, the free encyclopedia
Магас (инг. Магас) — Ингуш Республикин тĕп хули, Раççей кăнтăр енче вырнаçнă. Чи çамрăк пурăнан вырăнсенчен РФ-н субъекчĕн центрĕ.
Хула
|
Республика пĕлтерĕвпе хули, пĕр ячĕллĕ хула округĕ йĕркелет[4].
Хула пуҫлӑхӗ Арсамаков Руслан[5].
«Магас» ячӗ Кодзоев Н.Д. хайласа тупнӑ[6]. Ҫапла ят Авалхи Аланин тӗп хули пекех.
«Магас» топонимӗре «Ма» сӑмахӗ «хӗвел» пӗлтерет[7], слогпа «га»/«го» («ҫавракӑш», «диск») — «мага»/«маго» пӗлтерет «хӗвел ҫавракӑшĕ, хӗвел дискӗ». «С» саспалли сӑмахӑн вӗҫӗнче — «са» сӑмахӗрен — «ҫӗр, вырӑн» ингуш топоформанчӗ.
Ҫапла ӗнтӗ, «Магас» сӑмахӗ «ҫӗр, хӗвел вырӑнӗ», тата «хӗвел хули»[8][9].
Магас Назраньран кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫра 4 ҫухрӑмра, Ингушетипе Ҫурҫӗр Алани - Осети чиккирен 500 метртан вырнаҫнӑ. Хула Сунжа юханшывӗ инҫех мар вырнаҫнӑ, абсолютлӑ ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 540 метртан - 600 метр таран. Магас мускав вăхăчĕн зонинче вырнаҫнӑ.
Нарӑс, 23-мӗшӗнче 1994 ҫулта, Руслан Аушев, пӗрремӗш Ингушетин президенчӗ, Магас хулин пӗрремӗш чулне хывнӑ[10]. Ака, 15-мӗшӗнче 1994 ҫулта, Борис Ельцин, пӗрремӗш РФ президенчӗ, "Ингуш Республикин тӗп хулин туни ҫинчен"[11] указӗ алӑ пуснӑ. Ҫак кун "Магас хули кунӗ" пекех ирттерет. Ака, 3-мӗшӗнче 1998 ҫулта, Ингушетин Халӑх Пухӑвӗ - Парламенчӗ "Ингуш Республикин тӗп хулине ят пар — Магас хули ҫинчен"[12] постановленине йышӑннӑ. Юпа, 31-мӗшӗнче 1998, пӗрремӗш объект - Президент керменӗ, ӑҫта Ингушетин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ вырнаҫнӑ, уҫса уяв иртрӗ. Унтан Ингуш Республикин Правительстви тата Ингуш Республикин Халӑх Пухӑвӗ - Парламенчӗ ҫурчӗсем уҫнӑ. Раштав, 20-мӗшӗнче 2000 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн постановленипе № 149-ФС "Ингуш Республикин тӗп хулине ят пар — Магас ҫинчен"[13] Федераци саккунӗ йышӑннӑ. Раштав, 26-мӗшӗнче РФ президенчӗ В.В. Путин ӑна алӑ пуснӑ. 2013 ҫулта хула варринче наци стилӗпе, ингуш традициллӗ башня пекех, 100 метрлӑ Килӗшӳ Башни тунӑ.
2010 çулхи Пĕтĕм Раççей халăх çырăвĕпе[14]:
2020 çулхи Пĕтĕм Раççей халăх çырăвĕпе кунта малалла халăхсем пурăнаççĕ (халăхсем пĕчĕкрех 1 % тата урăхлă, «Ыттисем» сноскинче пăхăр)[15]:
Халăх | Йыш, çын | Процент |
---|---|---|
Ингушсем | 13 180 | 86,31 % |
Вырăссем | 1213 | 7,94 % |
Ыттисем[16] | 878 | 5,75 % |
Пĕтĕмпе | 15 271 | 100,00 % |
Ăслăлăх
Ăслă вĕренӳ шкулĕ:
Шкулсем
Хуларан 8 çухрăмпа Назрань чукун çул станцийĕ вырнаçнă, 33 çм — «Магас» аэропорчĕ, юнашар «Кавказ» автоçулĕ пур.
Хула общество транспорчĕ 2015 çулхи пуçланă тата кашни кунпа 7-рен 22-ччен сехетсенче ĕçлет[17].
2017 çултан хулара велосипед çулчĕкĕ пур, паянхи велотакси (велокэб) ĕçлет[18].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.