From Wikipedia, the free encyclopedia
Ерменеев Виктор Иванович - Совет Союзĕн Паттăрĕ [БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1], Лениград фрончĕн 32-мĕш тӳпе артиллери дивизин 1413- тӳпе артиллери полкĕн 85-мм тупăн командирĕ. Чăваш.
Ерменеев Виктор Иванович | |||||
Çуралнă вăхăт | 1925 çул, нарăсăн 18-мĕшĕ | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Сапаккел ялĕ, Мелекес районĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, СССР | ||||
Вилнĕ вăхăт | 1986 çул, утăн 14-мĕшĕ | ||||
Вилнĕ вырăн | Çавăнтах | ||||
Пăхăнулăх | ССРП | ||||
Çар ăрачĕ | |||||
Хисеп | |||||
Чаç | Ленинград фрончĕн 21-мĕш çарĕн 32-мĕш тӳпе артиллери дивизин 1413-мĕш тӳпе артиллери полкĕ | ||||
Чыславсем тата парнесем |
|
1925-мĕш çулта Сапаккел ялĕнче (хăшĕсем Эврел ялĕнче теççĕ) çуралнă. 7 класс пĕтернĕ, колхозра ĕçленĕ. 1942-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара чĕннĕ, 1943-мĕш çулта Ленинград фронтне оруди командире пулма янă. 1944-мĕш çулхи çар малалла пынă чухне полк 46-мĕш Луга стрелоксен дивизине сыхланă, малтан Псков еннелле, кайран Выборг патне куçарнă.
20.06.1944 колонна Тинĕсçум шоссепе пынă чухне гитлер авиацийĕ тапăнсан Ерменеев сержант тăшманăн 3 самолетне персе антарнă. Çак çапăçушăн ăна орденпа чысланă.
1944-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче ăна Совет Союзĕн Паттăрĕн ячепе чысланă.
Ермĕенеев çапăçусемпе Берлин таранах çитнĕ, çĕнтерӳ кунне Стендаль хулинче кĕтсе илнĕ.
Вăрçа хыççăн тăван ялне таврăннă, колхозра ĕçленĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.