From Wikipedia, the free encyclopedia
Древля́нсем — украин Полесье тăрăхĕнче (ытларах Житомир облаçĕнче тата Киев облаçĕн анăçĕнче) пурăннă тухăç славян йăхĕ.
Тухăç енчен вĕсен çĕрĕсем Тăнăвар таран, çурçĕр енче Припяте çитнĕ пулнă (урлă каçсан дреговичсем пурăннă). Киев Руçне пĕтĕмпех Ольга кнеçне 946 çулта кĕртнĕ.
Древлянсем, хăшпĕр историксем çулçырăвĕсене тĕпчесе пĕлнипе, дреговичсем, тăнăвар полянĕсем, кривичсем (полочансем) пекех, VI—VII ĕмĕрсенче Тăнăвар тăрăхне килсе тухнă шурă хорватсемпе, сербсемпе тата хорутансемпе хутшăннă[1][2][3].
Святослав патне Висанти императорĕ Иоанн Цимисхий çырнă хутра Игорь кнеç шăпи пирки асăрхаттарнă, ăна Ингер тенĕ. Императора Лев Диакон çапла çырнă: Игорь кнеç темле германсем çине харçăпа кайнине, тыткăна лекнине, йывăçсем тăррине çыхса иккĕне çурнине асăннă.[4]
В. В. Седов[5] волынянсене, древлянсене, полянсене тата дреговичсене тухăç славянсен кăнтăр-анăç турачĕ çинчи «дулеб группине» пухать. Аналогилле курăма И. П. Русанова, [6], Г. Н. Матюшин[7], çаплах В. В. Богуславский тата Е. И. Куксина тытаççĕ [8].
Древлянсен ареалĕ Лука-Райки культурин территорипе танах пулать.
Древлянсем ята, çулçыравçи пĕлтерĕвĕсемпе, йăх вăрманта (выр. лес) пурăннинчен панă.
Древлянсем, малтан кунта пурăннă ăру-йăх пекех, сарлака питлĕ тата мезокефаллă тĕслĕ пулнă[9][10].
Вилесене çунтарса пытарнă[11].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.