В-13
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
«В-13» (IX-бис серинчи, С — «Вăтам») — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи совет дизель-электрика торпедăллă шывай кимми.
В-13 | ||
---|---|---|
Карап кун-çулĕ | ||
Ялав патшалăхĕ | СССР | |
Тăван порт | Кронштадт | |
Шыва антарнă | ака, 25 1939 | |
Флотран кăларнă | авăн, 7 1954 | |
Хальхи статус | салатнă | |
Тĕп пахалăхсем | ||
Карап тĕсĕ | Вăтам шывай кимми | |
Проект палăртăвĕ | IX-бис серийĕ | |
Хăвăртлăх (шывçи) | 19,4 çыхă | |
Хăвăртлăх (шывай) | 9,5 çыхă | |
Ĕçлĕ тарăнăш | 80 м | |
Чи пысăк тарăнăш | 100 м | |
Çӳрев автономлăхĕ | 30 талăк | |
Экипаж | 46 çын | |
Калăпăшсем | ||
Шывçи шыв кăларăшĕ | 844 т | |
Шывай шыв кăларăшĕ | 1 077 т | |
Чи вăрăм (КВЛ) | 77,7 м | |
Корпус чи анлăшĕ | 6,4 м | |
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) | 4 м | |
Хĕçпăшал | ||
Артиллери | 100-мм кĕпçеллĕ 1 45-мм кĕпçеллĕ | |
Торпеда- мина хĕçпăшалĕ |
6 торпеда аппарачĕ (сăмсинче 4 тата хыçалта 2), пĕрлехи 533 мм калибрлă 12 янтă торпеда. |
Кимĕне 1938 çулхи юпан 19-мĕшĕнче Чулхулари 112 № «Красное Сормово» савутра тума пуçланă, шыва 1939 çулхи акан 25-мĕшĕнче антарнă, çар йĕрне 1941 çулхи утăн 31-мĕшĕнче кĕртнĕ те 1941 çулхи çурла 14-мĕшĕнче Балти флочĕ йышне кĕнĕ.
«С-13» 4 çапăçу харçинче пулнă, 12 хутчен атакăланă, 19 торпедăпа пенĕ, пиллĕк транспорта путарнă, пĕрне амантнă.
Нимĕçсен «Wilhelm Gustloff» тата «General Steuben» транспорчĕсене шыва путарнă хыççăн «В-13» чапа тухать.
1945 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче В-13, А. И. Маринеско ертсе пынипе, 21сех. 15 мин. Эскорт хӳтĕлевĕпе пыракан «Wilhelm Gustloff» нимĕç транспортне асăрхать. Совет шывай кимми хăвалама тытăнать те 23:08 вăхăтра 4,8 кабельт дистанцирен транспорта виçĕ торпедăпа тапăнать. Виççĕшĕ те тĕле çитеççĕ, тепĕр 40 минутран карап путать[1] «Wilhelm Gustloff» затонул. Хальхи хаклавсемпе 6000 яхăн çын пĕтнĕ.
Карап çинче:[1]
«Wilhelm Gustloff» транспорта путарни право енчен тĕрĕсех тенĕ[2], мĕншĕн тесен транспорт хăйне кирлĕ пек кăтартса мар, çар карапĕсем хушшинче пынă, борт çинче хĕçпăшал, çар çыннисем пулнă.
1945 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче совет субмарини нимĕçсен хĕçпăшалланнă хоспиталь «General Steuben» карапне (ăна «Эмден» класĕнчи крейсер тесе) шыраса тупнă. Çĕрле, 00:50 вăхăтра карапа икĕ торпедăпа атакăланă. Иккĕшĕ те тĕл лекнĕ те карап 15 минутран шыва чăмать. 3000 ытла çын пĕтет (çак хисепсене кăтартаççĕ: 3608 çын вилнĕ, 659 çынна çăлнă), ытларах суранлă çăр çыннисемпе вăрçăран тарнăскерсем[3]
Карап çинче пулнă:
Карап | Çул | Патшалăх | Инкекре пĕтнисем | Пĕтнин сăлтавĕ |
---|---|---|---|---|
Гойя | 1945 | ~ 7000 | Л-3 ШК атаки | |
Кап Аркона | 1945 | 5594 | Авиаци атаки | |
Вильгельм Густлофф | 1945 | ~ 5300 | ШК атаки С-13 | |
Эрмени | 1941 | ~ 5000 | Авиаци атаки | |
Донья Пас | 1987 | ~ 4375 | Танкерпа çапăнса çуннă | |
Ланкастри | 1940 | ~4000 | Авиаци атаки | |
Генерал Штойбен | 1945 | 3608 | С-13 ШК атаки | |
Тильбек | 1945 | ~ 2800 | Авиаци атаки | |
Зальцбург | 1942 | ~ 2000 | М-118 ШК атаки | |
Титаник | 1912 | 1503 | Айсбергпа çапăннă | |
Лузитани | 1915 | 1198 | U-20 ШК атаки |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.