From Wikipedia, the free encyclopedia
Юхма Мишши (çуралнă чухнехи ят - Ильин Михаил Николаевич, 10.4.1936, Сăкăт ялĕ, Патăръел районĕ, Чăваш Ен çур.) — чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ.
Юхма Мишши | ||||
![]() | ||||
Çуралнă чухнехи ят: | Ильин Михаил Николаевич | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1936, ака, 10 | |||
Çуралнă вырăн: | Сăкăт, Патăрьел районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП | |||
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи, сăвăçĕ, драматургĕ | |||
Парнесем: |
Нимĕçсен «Çĕнĕ çурт ĕçĕ» парни, Тĕнчери Андерсон ячĕллĕ диплом-парне, Тĕнчери ПНО Ылтăн медалĕ тата премийĕ, «Тĕрĕк тĕнчишĕн хастар ĕçленĕшĕн» (Турци) | |||
Чыславсем: |
| |||
Чăваш Республикин халăх çыравçи (1993). Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ. ССРП ÇП пайташĕ (1964), Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Тутарстанăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Мари Элĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Удмурт Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
Пĕрлĕшӳллĕ Нацисен Организацин премипе ылтăн медальне (1986) тивĕç пулнă. Ăна Тĕнчери литературăн К. Симонов, В. Пикуль, А. Фадеев ячĕллĕ, эрменсен Паруйр, азербайджансен Самед Варгун ячĕллĕ парнине, нимĕçсен «Çĕнĕ йĕркелĕх» парнине, турккăсен «Тĕрĕк тĕнчишĕн тунă пысăк ĕçсемшĕн» хисеп парнине тивĕçтернĕ[1].
1936 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралнă.
Патăрьелĕнчи вăтам шкулта вăтам пĕлӳ илсен Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Педагог дипломне тивĕçсен шкулта ачасене вĕрентнĕ, пĕр хушă Чăваш кĕнеке кăларавăшĕнче редакторта ĕçленĕ.
Хальхи вăхăтра Чăвашсен пĕрлĕхпе культура центрне тата Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пырать. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Пĕрлĕхпе "77 Комитетне" никĕсленĕ.
Çыравçăн кĕнекисене 114 чĕлхене куçарса пичетленĕ.
Халĕ Юхма Мишши шкулсем валли чĕлхене вĕренме пулăшакан кĕнекене хатĕрлет[2].
Халиччен унăн икçĕре яхăн кĕнеке тухнă. Паллăраххисем:
Юлашки çулсенче çыравçă «Хуркайăк çулĕ» ятлă историллĕ романсен ярăмпа ĕçлет. Вăл ярăмра халĕ тухнă:
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.