From Wikipedia, the free encyclopedia
Патăрьел районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 944 км2 танлашать. Район администрациĕ.
Патăрьел районĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Чăваш Ен | ||
Администраци центрĕ | Патăрьел чиркӳ ялĕ | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Селиванов Рудольф Васильевич | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш | ||
Пурăнан халăх (2010) |
34 496[1] (2,79 %, 4-мĕш вырăн) | ||
Йышлăх | 36,56 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 70%, тутарсем - 27% | ||
Конфесси йышĕ | православсем, мăсăльмансем | ||
Лаптăк | 943,66[2] çм² (8-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83532 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Патăрьел районĕн вырăнĕ сăртлă тӳремлĕхсенчен тăрать. Шупашкартан 138 çухрăмра ларакан Патăрьел ялĕнче вырнаçнă.
Патӑрьел районӗ 1927 ҫулта Авӑнӑн 5-мӗшӗнче никӗсленӗ. 1939-1958 ҫулсем хушшинче Чкалов районӗ ятлӑ пулнӑ. 2023 ҫулта район вырӑнне муниципаллӑ округ йӗркеленӗ.
Чĕрчунсенчен кунта тыркас, арлан, çĕр мулкачĕ, мулкач, тилĕ, кашкăр, сăвăр тупăнать. Çавăн пекех вăрмансенче пакша, çӳлевĕç, хăнтăр, пурăш, сăсар, шашкă тата ытти тĕрлĕ чĕрчунсем пур. Пăла хĕрринче, Тутар Тимешĕ ялĕ çумĕнче сăвăрсене сыхлакан Сăрçум çутçанталăк усравĕн пайçĕрĕ вырнаçнă.
Вăрмансенче çак тĕрлĕ йывăçсем ӳсеççĕ: хурăнсемпе, ăвăссемпе, чăрăшсемпе тата çăкасемпе хутăш хырлăхсем; юманлăхсем; юмансемпе вĕренесемпе хутăш çăкалăхсем, хурăнсемпе хутăш ăвăслăхсем. Чи пахалăххисем — хырлăхсем. Республика шутĕнчи Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен хушшине çаксем кĕреççĕ: Каенсар, 1883 çулхи хырăн культури, Ульяновка хыр вăрманĕсем.[3].
Чи пысăк юханшыв — Пăла. Ун юпписем - Ыхра Çырми, Хир Çырми, Шлипшур, Тимĕрлĕ тата ытти те. Хырла Патăръел районĕнче пуçланать. Ун юпписем: Шăнкăртам, Пӳле. Люля тата Упамса юханшывĕсем районăн хĕвеланăç пайĕнчи вăрмансенче пуçланаççĕ.
Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен йышне Çирĕклĕ тата Участка кӳллисем кĕреççĕ. Çĕр айĕнчи шывсем нумайрах чухне тăварлă пирки ĕçме юрăхсăр [4].
1999 çул пуçламăшĕнче ку районта 40,3 пин çын пурăннă, вĕсенчен 6,6 пин çын Патăрьелте пурăннă. Районта халăх питĕ йышлă пурăнать. Пер тăваткал çухрăм çине 47 çын килет. Ытларахăшĕ(75%) — чăвашсем. Çавăн пекех тутарсем йышлă (22%), вырăссем, ирçесем, украинсем пурăнаççĕ.
Районта пĕтĕмпе 57 ял. Вĕсенче вăтамран 800 çын пурăнать.
Патăрьел районĕнче 13 чиркӳ, 11 часавай тата 16 мечĕт пур[5].
2004 çулта район шутне 19 ял тăрăхĕ кĕнĕ. Вĕсем шутĕнче:
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.