From Wikipedia, the free encyclopedia
Чăваш наци конгресĕ (выр. Чувашский национальный конгресс), — чăваш халăхĕн регионсем хушшинчи пĕрлĕх организацийĕ.
Чăваш наци конгресĕ | |
Chuvash National Congress.JPG | |
Йĕркеленĕ вăхăт | 1992 çулхи юпан 6-мĕшĕ |
---|---|
Тĕс | Регионсем хушшинчи пĕрлĕх организацийĕ |
Ертӳç | Николай Угаслов |
Официаллă сайт | chnk.ru |
ЧНК йышне наципе культура автономисем, Раççей Федерацинче тата ютçĕр çĕрсенче чăвашсем чăмăртанса пурăнакан регионсенчи пĕрлешӳсемпе ассоциацисем, пĕрлĕх пĕрлешĕвĕсем, патшалăх тата харпăр предприятисен ĕçлев коллективĕсем, ăслăх йĕркеленĕвĕсем, çаплах Чăваш Республикин пайăр çыннисем кĕме пултараççĕ.
ЧНК Раççей субъекчĕсенчи наци-культура пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле ĕçлет.
Чăваш халăх юрри «Алран кайми аки-сухи...» ЧНК гимнĕ шутланать.
ЧНК пичет органĕ — «Чăваш тĕнчи» хаçат.
Чăваш наци конгресне 1992 çулхи юпан 8-9-мĕшĕнче иртнĕ Йĕркеленӳ пухăвĕнче никĕсленĕ. Президент пулма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Культура, вĕренӳ тата нацисен хушшинчи çыхăнусен комитечĕн председательне Атнер Петрович Хузангай филолог-ăсчаха суйланă.
1992-1993 çулсенче Чăваш наци конгресĕ «Чăваш Республикин чĕлхисем пирки» саккуна, Чăваш Республикин 1993-2000 çулсенче тата каярах пурнăçламалли Патшалăх программине хатĕрлес, ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче йышăнас ĕçе хутшăннă.
1992 çулта Чăваш наци конгресĕ Тĕрĕк халăхĕсен ассамблейине (АТН) кĕнĕ, 1993 çулта - Тĕнчене тухман нацисемпе халăхсен организацине (ТТНХО), 1994 çулта - Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенчи халăхсен ассамблейне (АУХА), 1995 çулта - Раççей халăхĕсен ассамблейне (АНР).
1994-2000 çулсенче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин Конституцине хатĕрлес ĕçе хутшăннă.
1994-1995 çулсенче Чăваш патшалăх кунне (каярахпа – Республика кунĕ) туса хурас ĕçе хутшăннă. Çак куна çĕртмен 24-мĕшĕнче палăртма йышăннă. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн 1100 çулне халалласа Шупашкар 500 çул тултарнă ятпа хисепленекен паркра «Асран кайми» юпа лартнă.
1995 çулта çĕртмен 21-22-мĕшĕсенче Чăваш наци конгресĕн иккĕмĕш Аслă Пухăвĕ (II съезчĕ) (иртнĕ.
1992-2002 çулсенче Чăваш наци конгресĕ Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсенче, Голландире, Эстонире, Турцире, Кăркăстанра, Казахстанра, Крымра, Азербайджанра, Кипрта тата ытти çĕрте наци ыйтăвĕсемпе ирттернĕ съездсемпе конференцисене хутшӑннӑ.
1996 ҫултан пуҫласа Чăваш наци конгресĕн Мӑн Канашӗн ларӑвӗсене республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем патӗнче те (Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнче, Чӗмпӗр, Самар тӑрӑхӗсенче) ирттерме пуҫланӑ.
1997-2002 ҫулсенче Мускав хулинче, Чӗмпӗр, Самар, Саратов облаҫӗсенче, Тутарстан Республикинче, Красноярск крайӗнче Чӑваш наци культура автономисене туса хунӑ.
1997 ҫулта Чăваш наци конгресĕн пӗрремӗш президентне А.П. Хусанкая Тĕнчене тухман нацисемпе халăхсен организацийӗн (ОННН, Эстони) вице-председателӗ пулма суйланӑ.
1997 çулхи юпан 24-25-мĕшĕсенче Чăваш наци конгресĕн виççĕмĕш Аслă Пухăвĕ (III съезчĕ) иртнĕ. Геннадий Николаевич Архипова Конгресс президенчĕ пулма суйланă.
1998 çулхи ака уйăхĕнче Чăваш наци конгресĕ Берлинра (Германи) Чăваш культурин кунĕсене ирттернĕ.
1999-2002 çулсенче Чăваш наци конгресĕпе Чăваш Республикин Культура министерстви Шупашкарта чăваш эстрада юррин фестивалĕсене йӗркеленӗ. Каярахпа ун вырӑнне Пӗтӗм тӗнчери чӑваш эстрада юррисен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсӗ ирттерме пуҫланӑ.
2000 ҫулхи ҫӗртмен (июлӗн) 21-22-мӗшӗсенче Чăваш наци конгресĕн тӑваттӑмӗш Аслă Пухăвĕ (IV съезчӗ) пулнӑ.
2001 ҫулхи ака (апрель) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн ӗҫ тӑвакан органӗсем Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 10-мӗш ҫурта куҫнӑ.
2002 ҫулта Чăваш наци конгресĕ Красноярск, Пермь, Тюмень облаҫӗсенче тата ытти регионта чăваш пӗрлӗхӗсен конференцийӗсене ирттернӗ ҫӗре хутшӑннӑ.
2002 ҫулхи авӑн (сентябрь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн пиллӗкмӗш Аслă Пухăвĕ (V съезчӗ) иртнӗ.
2002 ҫулхи раштав (декабрь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн делегацийӗ Мускаври чӑвашсен наци культура автономийӗн II съезчӗн ӗҫне хутшӑннӑ.
2003 ҫулхи ака (апрель) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕнче Раççей халăхĕсен ассамблейин (АНР) ӗҫ тӑвакан комитечӗн председателӗн ҫумӗпе тӗлпулу ирттернӗ.
2003 çулта чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрремӗш конкурсӗ иртнӗ.
2004 ҫулхи пуш (март) уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕ Раççей халăхĕсен ассамблейин (АНР) III съезчӗн ӗҫне хутшӑннӑ.
2004 ҫулхи ака (апрель) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн президенчӗ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В.В. Путин Чӑваш академи драма театрӗнче тӗрлӗ наци ҫыннисемпе ирттернӗ тĕлпулура тухса калаçнă.
2004 ҫулхи çурла уйăхĕнче ЧНК элчисем финн-укăр халăхĕсен Таллинн (Эстони) хулинче иртнĕ конгресăн ĕçне хутшăннă.
2005 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕн улттӑмӗш Аслă Пухăвĕ (VI съезчӗ) иртнӗ.
2005 ҫултан пуҫласа Муркаш районӗнчи «Кӗрен парӑс» ("Алый парус") кану лагерӗнче Раҫҫейӗн ытти регионӗнче тата урӑх ҫӗршывсенче пурӑнакан чӑваш ачисем валли ятарлӑ смена йӗркеленӗ.
2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрремӗш конференцине ирттернӗ.
2005 ҫулта Чăваш наци конгресĕ ҫумӗнче «Сывлӑх» клуб уҫӑлнӑ.
2006 ҫулта Красноярск крайӗнчи чӑвашсен пӗрремӗш съездӗнче чӑваш наци культура аталанӑвӗн концепцине сӳтсе явнӑ.
2006 ҫулхи пуш уйӑхӗнче республикӑра пӗрремӗш хут "Чăваш пики" конкурс иртнӗ.
2006 ҫулхи кӑрлач (декабрь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн Мӑн Канашӗ пухӑнса Конгресс умӗнче тӑракан тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
2007 ҫулта Шупашкарта пӗрремӗш хут «Чăваш тумӗ» уява ирттернӗ.
2007 çулта Чăваш наци конгресĕн делегацийӗ Баварире (Германи) иртнӗ халӑх пултарулӑхӗн уявне хутшăннă.
2007 ҫулхи утӑ (июнь) уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн президенчӗ Раççей халăхĕсен конгресӗн Якутск хулинче ирттернӗ съездне хутшӑннӑ.
2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕн Мӑн Канашӗ 1917 ҫулта Чӗмпӗр хулинче Пӗтӗм чăвашсен пӗрремӗш съезчӗ пухӑннӑранпа 90 ҫул, Чăваш наци конгресне йӗркеленӗренпе 15 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.
2009 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чăваш наци конгресĕн ҫиччӗмӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртнӗ.
2009 ҫултанпа Шупашкарта Чӑваш халӑхӗн чи пысӑк уявӗ Акатуй ирттерме пуҫланӑ.
2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чăваш наци конгресӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ.
2013 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн саккăрмĕш Аслӑ Пухăвĕ иртрĕ. Конгреса ертсе пыма Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Федорович Угаслова шанчĕç.
2014 ҫулта Чăваш наци конгресĕ халăх историне, культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикинчи кашни район-хулара вырăнти уйрĕмĕсене йĕркелес ĕçе пуçăнчĕ.
(2013 çулхи юпан 26-мĕшĕнче иртнĕ VIII Аслă пухура суйланă)
’’’2013 çулхи юпан 26-мĕшĕнче иртнĕ VIII Аслă пухура суйланă’’’
ЧНК VI Аслă Пухăвĕнче суйланă Ваттисен Канашĕ
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.