Хусанкай Атнер Петрович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хусанкай Атнер Петрович (1948, юпа, 8, Чăваш Ен, Шупашкар çур.) — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1977), профессор, чĕлхеçĕ, литература тишкерӳçи, публицист, пĕрлĕх ĕçченĕ, ЧНК пĕрремĕш президенчĕ[1], ЧНК хисеплĕ президенчĕ.
Хусанкай хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ (1989), Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ (1998), Латви журналисчӗсен Пĕрлешĕвӗн премийӗн лауреачӗ (1987), «Дружба народов» журнал лауреачӗ (1987), И.Я. Яковлев ячӗллӗ преми лауреачӗ (2002).
Пурнăçĕ
1948 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шупашкар хулинче çуралнă.
Амăшĕ - чăваш халăх артисчĕ Вера Кузьмина, ашшĕ - чăваш халăх сăвăçи Петĕр Хусанкай.
1966-1972 çулсенче Атнер Хусанкай Ленинград патшалăх университечĕн тухăç факультетĕнче, 1973-1976 çулсенче СССР Ăслăх Академин Тухăç пĕлĕвĕн институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ. 1978—1990 çулсенче Атнер Хусанкай Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçленĕ. 1990 çултанпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлӑхĕсен институтĕнче чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ.
Атнер Петрович Хусанкай чăваш тата вырăс чĕлхисемсĕр пуçне акăлчан, арап, франс, нимĕç, турккă чĕлхисене аван пĕлет, арап чĕлхин диалекчĕсенчи пĕр тата икĕ хутăш йышлă сĕнӳсене, сĕнĕвĕн тĕп пайĕсене, чăваш чĕлхинчи арап-перс элеменчĕсене тишкерет.
Кун çути курнă ĕçĕсем
- Поиск слова. Ч., 1987;
- Проблема языкового существования чувашского этноса и перспективы языковой политики // Проблемы национального в развитии чувашского народа. Ч., 1999;
- Поэт Айги и художники (опыт философской интерпретации поэтического и художественного сознания). Ч., 1998;
- Путешествие по периферии к центру языка // Библиотека журнала «Халăх ăс-хакăлĕ», № 5(9). Ч., 2003.
Вуламалли
- Хусанкай А.П. Поиск слова. Литературно-критические статьи. - Чебоксары: Чувашгосиздат., 1987. 191 с.
- Атнер Хусанкай. Поэт Айги и художники (Опыт философской интерпретации поэтического и художественного сознания. - Чебоксары, 1998.
- Текст, метатексты и путешествия. - Чебоксары: Руссика, 2003. 387 с.
- Хусанкай А. П. Без иллюзий: мой временник. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2017. 255 с. ISBN 978-5-7670-2615-9
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.